«Единая Россия» партин «Моя карьера» проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫпе тивӗҫтерекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑрккин регионти тапхӑрӗ пулать. Вӑл апрелӗн 17-мӗшӗнче «Работа в России» кадрсен центрӗнче иртет. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем, ӗҫ шыракансем пирӗн пата ҫитсе ярмӑрккана хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл 8.30 сехетре пуҫланать. Адрес: Комсомольски сали, Завод урамӗ, 29-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(83539) 5-13-79.
Екатерина Жукова.

