«Пехет» агромаркетри Комсомольски округӗн «Единая Россия» партин «Культура малой родины» проекчӗпе иртекен кунӗсенчи малтанхи мероприятисем пирки хаҫатра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Округ кунӗсем малалла эрне вӗҫӗччен, апрелӗн 5-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ.
Кунта округри 12 территори уйрӑмне палӑртнӑ тӗрӗллӗ картӑпа та паллашма май пулнӑ. Комсомольскинчи хӗрарӑмсен совечӗн членӗсем Е.Н.Васильева тата С.Н.Григорьева округри ялсем ӑҫта вырнаҫнине тата вӗсен хӑйнеевӗрлӗхне лайӑхрах пӗлме май парас тӗллевпе ҫав картӑна татӑксенчен (пазлсем) пуҫтармалли вӑйӑ та йӗркеленӗ.
Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи «Селяночки» ушкӑн кӗнчелепе ҫӑм арласа ҫип тунине тата вӑл чӗртавартан ытти япаласем хатӗрлес ӑсталӑха кӑтартса панӑ. Ротангран чӳлмексем ҫыхас, килте супӑнь тӑвас тата ытти ӑсталӑхсене кӑтартса парас тӗлӗшпе мастер-классем пулнӑ. Мӑнкун типпи пынӑ вӑхӑтра ҫӗрулмирен тата пулӑран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ выставкипе те чылай ҫын паллашнӑ. «Сыр да мясо» куравра сӗт-ҫуран тата аш-какай продукчӗсенчен килте хатӗрленӗ ҫимӗҫсемпе паллашнипе пӗрлех вӗсене туянма та май пулнӑ. Ҫавӑн пекех унта округри пыл хурчӗсем тытакансем хӑйсем юхтарнӑ пыла та, хурт-хӑмӑр продукцине те сӗннӗ. Эрне тӑршшӗпех «Хлебозавод» ОООн тата «Слава картофелю» агрофирмӑн продукцийӗсен выставкисемпе суту-илӗвӗ пынӑ.
Маларах хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ художество пултарулӑх коллективӗсем хыҫҫӑн «Кубняночка», Элпуҫӗнчи «Шуҫӑм», Аслӑ Чурачӑкри «Илем» вокал ансамблӗсем, «Тевет» ача-пӑча фольклор ансамблӗ агромаркета килекенсене хаваслӑ юрӑ-ташӑ парнеленӗ. Канмалли кунсенче «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ халӑх йӑли-йӗркине сӑнлакан «Хӗр туйне», Урмаелӗнчи «Мишар» халӑх ансамблӗ «Аулак ой» композици кӑтартнӑ. Вӗсем ҫумне вырсарникун Шупашкарта пурӑнакан ентеш-юрӑҫсем те хутшӑннӑ. Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ «ҫӑлтӑрсем» чылай юрӑ шӑрантарса тыткӑнланӑ.
«Пехет» агромаркетри округ кунӗсем интереслӗ иртнӗ, килекенсене хаваслӑ туйӑмсем парнелес тӗллевпе нумай мероприяти йӗркеленӗ. Вӗсене тавар туянма килекенсем савӑнса пӑхнӑ, хӑйсем те хутшӑнма тӑрӑшнӑ.
Юрий ГАВРИЛОВ хатӗрленӗ.

