Пирӗн округра спортӑн ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗ япӑх мар аталаннӑ. Ку тӗлӗшпе чылай ҫӗрте секцисем ӗҫлеҫҫӗ. Спортсменсем республика шайӗнче ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче иртекен ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Районта кӗрешӳ спортне пуҫласа ярас, аталантарас енӗпе П.Г. Матросов, Н.В.Краснов, В.С. Краснов нумай ӗҫ тунӑ. Ҫак кунсенче спорт ветеранӗсем Николай Васильевичпа Василий Сергеевич Красновсем 70 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ.
Ҫак ятпа вӗсене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ, парнепе чысларӗ. Эпӗ те округри кӗрешӳҫӗсем ячӗпе салам сӑмахӗсем каларӑм, кӗрешӳ енӗсене районта аталантарас тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӑм.
Хисеплӗ ветерансем чӑннипех те ырӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ. Ку статьяра вӗсен пирки тӗплӗнрех каласа парасшӑн. Вӗсем иккӗшӗ те Комсомольски ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ачаранах спортпа туслӑ пулнӑ, районта ирӗклӗ тата классикӑлла кӗрешӳ енӗсене пуҫарса яракан Петр Матросов патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.
Николай ача чухнех кӗрешӳ енӗсемпе интересленнӗ. Вунпилӗк ҫулта кавир ҫине тухса ҫитӗнӳсем тума пуҫланӑ. Ҫарта службӑра пулнӑ вӑхӑтра та Вӑтам Ази ҫар округӗнчи ӑмӑртусенче кӗрешнӗ, пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗнӗ. Пурнӑҫ тӑршшӗнче унӑн тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеме тӳр килнӗ. Вӑрман хуҫалӑхӗнче, районти ҫӑкӑр завочӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. Кирек ӑҫта вӑй хурсан та вӑл спортпа юнашар пулнӑ. ,ҫ хыҫҫӑн ачасемпе пӗрле тренировкӑсем ирттернӗ. Комсомольски вӑтам шкулӗнче физкультура учителӗнче ӗҫлеме пуҫласан вара районта классикӑлла майпа кӗрешекен пултаруллӑ спортсменсем хатӗрлес енӗпе ҫине тӑрса тӑрӑшнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем яланах республикӑри ӑмӑртусенчен ҫӗнтерӳсемпе таврӑннӑ. Кайран, ӳсерехпе, хӑйсем те нумай ҫамрӑка ҫак спорт енӗпе туслашма пулӑшса, хавхалантарса пынӑ.
Николай Васильевич хӑй те республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. «Урожай» спорт обществи ирттерекен тупӑшусенче малтисен ретӗнче пулнӑ. Нумай ҫул районти ӗҫпе юрӑ уявӗсенче пиҫиххипе кӗрешес енӗпе мала тухнӑ. Вӑл ҫӗнсе илнӗ наградӑсене пурне те асӑнса та пӗтерейместӗн пулӗ. Чӑваш республикинче кӗрешӳ енӗсене аталантарас енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн вӑл ятарлӑ приза та тивӗҫнӗ. 1999 ҫулта ветерансем хушшинче иртнӗ республикӑри турнирта чемпион пулса тӑнӑ.
Василий Сергеевич Комсомольскинче ҫуралнӑ. Шупашкарти медицина училищине вӗренсе пӗтернӗ. Нумай ҫул вӑл район больницин васкавлӑ пулӑшу тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Вырӑнти художество пултарулӑх коллективӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Мӗн пӗчӗкренех спорта юратса ӳснӗскер кӗрешес енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Шкул ҫулӗсенчех вӑл классикӑлла майпа кӗрешекенсен республикӑри ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Ҫара кайичченех «Урожай» спорт обществин хамӑр тӑрӑхри ӑмӑртӑвӗсенче ҫеҫ мар, РСФСР шайӗнче иртнӗ чемпионатсенче те малти вырӑнсем ҫӗнсе илнӗ.
Службӑра Кавказ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Кунти ҫар округӗнче самбо енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫар чаҫӗнчи тупӑшусенче те пӗрре мар палӑрнӑ.
Тӑван тӑрӑха таврӑнсан та нумай турнирсемпе чемпионатсене хутшӑннӑ. Вӗсенче ҫӗнсе илнӗ призсемпе Хисеп грамотисем, медальсем унӑн йышлӑ. 1998 ҫулта ветерансем хушшинче кӗрешсе вӑл республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. ,ҫри хастарлӑхшӑн та вӑл чылай наградӑна тивӗҫнӗ.
Паян та Красновсем округӑн спорт пурнӑҫӗпе интересленсех тӑраҫҫӗ. Ӑмӑртусене ҫитсе кураҫҫӗ, ҫамрӑк спортсменсемпе тӗл пулса калаҫаҫҫӗ, мастер-классем ирттереҫҫӗ. Вӗсен пархатарлӑ ӗҫне ҫамрӑксем ӑнӑҫлӑн малалла тӑснӑшӑн, вӗсем тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн савӑнаҫҫӗ. Ветерансем хӑйсен ырӑ тӗслӗхӗсемпе ҫитӗнекен ӑрӑва хавхалантарса пыраҫҫӗ.
Малашне те Красновсен сывлӑхӗсем ҫирӗп пулччӑр, вӑрӑм ӗмӗр, пурнӑҫра ӑнӑҫусем сунатпӑр. Вӗсем тунӑ ҫитӗнӳсем округӑн спорт историйӗнче ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлнӑ.
Валерий Денисов,
«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

