Пӗтӗм Раҫҫейри «ВсеБеременным.рф» проектпа килӗшӳллӗн Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне халалласа мероприяти иртрӗ. Унта пулас аннесем ҫеҫ мар, Комсомольскинчи тӗп больницӑн врачӗсем, Хӗрарӑмсен союзӗн членӗсем, социаллӑ службӑн, социаллӑ страхлав тата ЗАГС органӗсен специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ.
Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ача ҫуратакан ҫемьесем пирӗн округӑн пуласлӑхӗ валли никӗс хывни ҫинчен каларӗ, вӗсен йышӗ ӳсессе шаннине палӑртрӗ. Анна Козлова акушер-гинеколог хӗрарӑмсен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатрӗ. Социаллӑ тытӑмра вӑй хуракансем ача кӗтнӗ вӑхӑтра тата пепке ҫут тӗнчене килнӗ хыҫҫӑн патшалӑхран илме пулакан пулӑшусем ҫинчен каларӗҫ, ятарлӑ памяткӑсем тата информаци буклечӗсем валеҫсе пачӗҫ.
Библиотекӑра вӑй хуракансем пулас аннесене кирлӗ пулакан кӗнекесен выставкине хатӗрленӗ. Валентина Боровкова библиотекарь мероприятие пухӑннисене вӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ, ҫак кӗнекесене вуласа пӑшӑрхантаракан ыйтусем ҫине хуравсем тупма сӗнчӗ. Малалла хӑнасем тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗҫ, библиотекарьсем йӗркеленӗ творчество программинче йӗп тирмелли шлепкесем хӑйсен аллисемпе ӑсталарӗҫ.
Мероприяти питӗ кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Ача кӗтекен хӗрарӑмсем унта хӑйсене валли усӑллӑ информаци нумай пӗлчӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳ-канашсене ӑша хыврӗҫ.
Вера ГОРБУНОВА.

