Кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш республикинче Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӗвӗн ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ. Ҫакӑ ахальтен мар, паллах. Пирӗн ҫӗршывра, ҫавӑн пекех хамӑр тӑрӑхра та тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ ӗмӗрсем хушши туслӑн килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗрлешсе ҫемье чӑмӑртаҫҫӗ, нумай ҫул килӗштерсе телейлӗн пурӑнаҫҫӗ. Эпӗ Ҫӗнӗ Шӑхранта пурӑнакан Ильинсен ҫемйи пирки каласа парасшӑн. Чӑваш халӑхӗн ывӑлӗпе казах хӗрӗ официаллӑ йӗркепе ҫемье ҫавӑрнӑранпа кӑҫал 55 ҫул ҫитрӗ.
Николай Комсомольскинче вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн 1965 ҫулта Казахстанри Караганда облаҫне тухса кайнӑ. Унта вӑл вӗренсе слесарь-сантехник профессине алла илнӗ. Ун хыҫҫӑн Павлодар хулинчех юлать, хӑйӗн специальноҫӗпе ӗҫлеме пуҫлать. Кунтанах салтак тумӗ тӑхӑнать. Унӑн служба ҫулӗсем те ку союзлӑ республикӑри Усть-Каменогорск хулинче иртеҫҫӗ. Увольнение тухсан садикре няня пулса ӗҫлекен Аньӑпа паллашать. Тӗлпулусем юрату патне илсе ҫитереҫҫӗ. Каччӑ казах хӗрне хӑйпе пӗрле Чӑваш тӑрӑхне чӗнет. Юратупа ҫунатланнӑ хӗр чӑваш чӗлхине пӗлменнинчен хӑрамасӑрах пирӗн тӑрӑха килме килӗшет. Чӑвашсем ӑна ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илеҫҫӗ. Яла ҫитсен пӗр вӑхӑт пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем 1971 ҫулхи февралӗн 4-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.
Унтанпа чылай хутчен те ҫуллапа кӗркунне пулса иртсе кайнӑ. Пӗр-пӗрне хисеплесе, килӗштерсе пурӑнакан ҫемьене йывӑрлӑхсем, хурлӑхсем те хӑратман. Юрату шартлама сивӗсене те, шӑрӑхсене те ҫӗнтернӗ. Казах хӗрӗ чӑвашла та вӗренсе ҫитнӗ. «Комсомольский» совхозра ял ҫыннисемпе пӗрле тӑрӑшнӑ. Мӑшӑр пӗр хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ.
Николай Иванович кунсерен «Сельхозтехника» производство пӗрлешӗвне ӗҫе ҫӳренӗ. Кунта вӑл 38 ҫул вӑй хунӑ. Хӑйне шанса панӑ ӗҫе яланах пахалӑхлӑ та вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хунӑшӑн вӑл темиҫе хутчен те Хисеп грамотисене, хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ. Ӑна «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑпа та наградӑланӑ. 1987 ҫулта КПСС Центральнӑй Комитечӗн, ВЦСПСӑн тата ВЛКСМ Центральнӑй Комитечӗн Хисеп грамотине панӑ.
Паянхи кун вӗсем Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче ывӑлӗпе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫирӗп хуҫалӑх тытаҫҫӗ. Николай Иванович ялта трактор пур ҫынсене техника юсама та пулӑшать. Анна Михайловнӑпа вӗсем хуҫалӑхри ӗҫсене пӗрле пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне ӑнланни, хисеплени, юратни вӗсене телейлӗ пулма май парать. Апла пулсан, юратушӑн, килӗшӳпе ӑнланушӑн ҫын мӗнле нациллӗ пулни те, мӗнле чӗлхепе калаҫни те чӑрмав мар.
Ватӑсене 6 мӑнукӗ аслашшӗпе асламӑшӗ, кукашшӗпе кукамӑшӗ патне килни савӑнӑҫ кӳрет. «Вӗсем ҫитсен пӳрт-ҫурт ҫуталать, ачасен хаваслӑ кӑмӑлӗпе тулать», — теҫҫӗ ӗмӗрӗсене ӗҫре ирттернӗ икӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ. Халӑхсен туслӑ пурӑнмалла, йывӑрлӑхсем тухса тӑрсан пӗрлешмелле, пӗр-пӗринпе килӗштерсе чӑрмавсене ҫӗнтермелле тесе шутлаҫҫӗ Ильинсем.
Вӗсен ӗмӗрӗсем вӑрӑм пулччӑр, ӑнӑҫу, шанчӑк, ӗненӳ яланах юнашар пулччӑр, малалла ҫирӗппӗн утма хавхалантарса пыччӑр.
Людмила Тихонова,
ветерансен вырӑнти совечӗн председателӗ.

