Воскресенье, 10 мая

Марковсем тата «Правда» колхоз

Марковсем тата «Правда» колхоз

Документсем тӑрӑх 1931 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗ тӗлне «Правда» колхозра 13 хуҫалӑх  шутланнӑ: И.М.Марков хуҫалӑхӗнчен — 2 ҫын, Е.В.Владимировӑн — 5 ҫын, Ф.С.Башкировӑн — 7 ҫын, И.Конторскин — 7 ҫын, О.Ф.Осиповӑн — 8 ҫын, И.Б.Борисовӑн — 1 ҫын, П.С. Ясмуковӑн — 4 ҫын, И.И.Ильинӑн — 3 ҫын, Ф.А.Андюкинӑн — 3 ҫын, Г.Конторскин — 2 ҫын, Д.Н.Мельдинӑн — 6 ҫын, П.Д.Мельдинӑн — 3 ҫын, Ф.Е.Красновӑн — 8 ҫын.

Колхоза аталанма малтанхи ҫулсенче ҫӑмӑлах килмен. Уйрӑм хуҫалӑх тытакансем колхозниксене курайман, мӗн май килнӗ таран ура хума  тӑрӑшнӑ. Ялти ҫивӗч ыйтусене колхоз пухӑвӗсенче сӳтсе явнӑ. Вӗсенче пушар лашисем тытса хурал йӗркелес, лавкка тӑвас, «Трактор» акцие хутшӑнса укҫа-тенкӗ пуҫтарас, ҫӗр йӗркелӳ тата ытти нумай ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫӗр ыйтӑвӗсене татса панӑ чухне уйрӑм хуҫалӑх тытакансем колхозниксене вӗлерессипе хӑратнӑ, ҫуртсен чӳречисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, утарсене салатнӑ.

Колхоза йӗркелекенӗ Иван Маркович Марков пулнӑ. Вӑл 1930 ҫултах пӗр шухӑшлӑ ҫынсене хӑй тавра пуҫтарма пултарнӑ. Ӗҫчен, хастар, пур енӗпе те пултаруллӑскер малтан вӑл халӑхран ҫӑмарта, ҫӗтӗк-ҫурӑк тата ытти япаласем пуҫтарса Канаша ӑсатакан (закупщик) пулса тӑрӑшнӑ. Хырай Ӗнел ялӗн хӗрӗпе Елена Сивкинӑпа ҫемье чӑмӑртанӑ, Васса хӗр ҫуралнӑ.  Ял халӑхӗ колхозра пӗрле ӗҫлес тесе нумай тӑрӑшнӑ. Анчах та усал чунлӑ ҫынсем ура хунӑ,  Иван Маркова вӗлернӗ. Ун чухне вӑл   29 ҫулта анчах пулнӑ. «Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест», — теҫҫӗ. Унӑн хӗрӗ Васса та маттур хӗр пулса ҫитӗннӗ. Ялти шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн хулара нумай ҫул чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. Вӑл кунта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра чылай паттӑрла ӗҫсем тунӑ. Ял ҫыннисене шывра путса вилесрен те ҫӑлнӑ. Хастар ӗҫшӗн те нумай наградӑсене тивӗҫнӗ. Вӑл икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Юрий Патшалӑх хӑрушсӑрлӑх службинче нумай ҫул вӑй хунӑ. Николай Афганистанра ҫар службинче пулнӑ, Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Халӗ Канашри 10-мӗш номерлӗ шкул директорӗ. Апла пулсан, Иван Марковичӑн ачисем, мӑнукӗсем ҫӗршывшӑн кирлӗ ҫынсем пулса тӑнӑ.

Колхоз йывӑрпа пулсан та малаллах аталанса пынӑ. 1933 ҫул тӗлне унта 60 хуҫалӑх шутланнӑ, 163 ҫын тӑрӑшнӑ. Вӗсен 45 лаша пулни паллӑ. Пӗр ӗҫ кунӗ пуҫне 15 килограмм тырӑ уйӑрса пани пирки калани пур. 1936 ҫул тӗлне ҫил арманӗ лартнӑ, ҫӗр ӗҫне тӗпрен илсен лаша вӑйӗпе пурнӑҫланӑ. Плугсем, жнейкӑсем, косилкӑсем, молотилкӑсем, триерсем, веялкӑсем тата ытти ӗҫ хатӗрӗсем туяннӑ. Каярахпа  МТС тракторӗсем ҫӗр ӗҫченӗсене пысӑк пулӑшу панӑ. 1940—50-мӗш ҫулсенче Кивӗ Сӗнтӗртен Е.Я.Абукина трактористкӑра, Д.С.Челакова комбайнерта ӗҫленӗ.

1938 ҫулта колхоз библиотека уҫнӑ, тепӗр ҫул 500 вырӑнлӑ клуб туса лартнӑ.

1941 ҫулта фронта тухса кайнӑ вӑйпитти арҫынсемпе каччӑсем вырӑнне ват ҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем тӑнӑ. Ӗҫсене тӗпрен илсен ал вӑйӗпе пурнӑҫланӑ. Ирӗн-каҫӑн вӗсем ялта вӑй хурса Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ. 1942 ҫулта колхоз председателӗ пулнӑ Г.М.Михайлов вӑрҫа тухса кайсан пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха Мария Ивановна Яковлева  (Ермошина) ертсе пыма тытӑннӑ. Акӑ мӗн аса илсе ҫырнӑ вӑл: «Ял ҫыннисем эпӗ чӗрӗ, вӑр-вар пулнине шута илсе ҫак яваплӑ ӗҫе шанчӗҫ пулӗ.  Анчах та  колхоза ертсе пыма ҫав енсем ҫеҫ ҫителӗксӗр. Аслӑрах ӳсӗмри хӗрарӑмсемпе стариксене кирлӗ вӑхӑтра сӑмахпа та, ӗҫпе те пулӑшса пынӑшӑн тав тӑватӑп. Выльӑх улӑм ҫинче ҫеҫ тӑнӑ, пӗр хӗл харӑсах 6 лаша вилчӗ. Аран-аран ҫуркуннене тухрӑмӑр.  Сухаҫӑсенчен чылайӑшӗ 13—14 ҫулхисем. Ҫирӗпреххисем, Коля Кзыков, Егор Тяканов пеккисем, сухапуҫ тытрӗҫ, ыттисем сӳрелерӗҫ. Хӗрарӑмсем те ака ӗҫӗнче тӑрӑшрӗҫ. Мӑйӗсенчен  пурак ҫакса вӑрлӑха алӑпа сапса пычӗҫ. Вӑрлӑха икӗ кустӑрмаллӑ урапасемпе хире туртса килнӗ. Учетчикра Елизавета Максимовна Манзуркина (Майкова), бригадирсенче Александра Ивановна Воробьева (Ермошина), Васса Михайловна Конторская (Кокшина), Римма Григорьевна Шатова, трактористра Евдокия Яковлевна Абукина, тимӗрҫӗре Акулина Андреевна Шатова ӗҫленӗ. Вӗсем пурте ҫап-ҫамрӑк хӗрсем пулнӑ».

1946 ҫулта «Правда» колхозри 236 ҫынна «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра  хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе наградӑланӑ. Вӑрҫӑ хирне ялтан тухса кайнӑ 137 ҫын ҫапӑҫусенче пуҫ хунӑ. Ефрем Кокшинӑн (Михаил, Григорий, Василий, Петр), Андрей Кокшинӑн (Осип, Кузьма, Петр, Тимофей) тӑватӑ ывӑлӗ яла чӗрӗ таврӑнайман.

Паттӑрлӑхшӑн орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ 88 ҫын тӑван тӑрӑха ҫитсенех мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ.

1949 ҫулта «Правда» колхоз председателӗ пулма пӗрремӗш председателӗн И.Марковӑн пӗртӑванӗн Емельянӑн ывӑлне Федора шанаҫҫӗ. Вӑл ашшӗне хӑй ҫулталӑк ҫурӑра пулнӑ чухнех граждан вӑрҫинче ҫухатнӑ, ӑна курман та. Федор Емельянович колхоз «тилхепине» тытнӑ чухне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра 199 кил пулнӑ, 792 ҫын тӑрӑшнӑ. Вӗсем 7 бригадӑна пайланса ӗҫленӗ. Колхозӑн 1078 гектар ҫӗр пулнӑ. Хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑхсем 72 пуҫ (сӑвакан ӗнесем 14), сыснасем 89 пуҫ, сурӑхсем 141 пуҫ, кайӑк-кӗшӗк 164, лашасем 46 пуҫ шутланнӑ. Счетоводра А.С.Башкиров, ревкомисси председателӗнче В.С. Силеменкин ӗҫленӗ.

Федор Емельянович, 1917 ҫулта ҫуралнӑскер, шкулта 4 класс анчах пӗтернӗ. 1938 ҫулта Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ. Халхин-Гол патӗнче пулнӑ. Кайран Амур облаҫӗнче службӑра пулнӑ. 1940 ҫулта демобилизаци йӗркипе ҫартан кайсан тракторист-дизелистсен 6 уйӑхлӑх курсне пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Амур облаҫӗнче 1929 ҫултах йӗркеленнӗ совхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш каччине кунта трактор паркӗ пуян пулни тӗлӗнтернӗ. Кунта укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илсе яла таврӑнма ӗмӗтленнӗ. Унӑн тӗллевӗсене Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланни татнӑ. Малтанхи кунсенчех салтак тумӗ тӑхӑнса фронта тухса кайнӑ. Вӑрҫӑран вӑл Германире службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн 1948 ҫулта анчах таврӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Канашри автоколоннӑна ӗҫе вырнаҫнӑ.

Колхоза вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ертсе пыма пӗрре те ҫӑмӑл пулман. Вӑл питӗ ывӑнса таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр кун ҫывӑрса юлас мар тесе пуҫ айне вут пуленккисем хурса выртни пирки те каласа паратчӗ. Ҫамрӑк председатель халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларас тесе ҫине тӑрса тӑрӑшнӑ. Акӑ, 1952 ҫулта колхоз патшалӑх планне мӗнле пурнӑҫлани пирки калакан отчетри йӗркесем: мӑйракаллӑ шултра выльӑхсем 72 пуҫ пулмалла — 104 пуҫа, кайӑк-кӗшӗк йышӗ 1000 пуҫ пулмалла — 1203 пуҫа, лашасем 80 пулмалла — 93 пуҫа ҫитернӗ. 1956 ҫулта «Правда» колхоз тырӑ памалли плана тултарса вӑрлӑх ҫителӗклӗ хатӗрленӗшӗн, кӗр тыррисене вӑхӑтра акса хӑварнӑшӑн республикӑри Хисеп хӑми ҫине те кӗнӗ. Кашни ӗнерен сӗт сӑвасси 1953 ҫулта 779 литрпа танлашнӑ пулсан, 1958 ҫулта 1805 литра ҫити хӑпарнӑ. Колхоз уй-хиртен тухӑҫлӑ культурӑсем туса илнӗшӗн пӗрре мар социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи пулнӑ, ВДНХ выставкине хутшӑннӑ.

1950 ҫулта колхозри шумовой оркестр (ертӳҫи П.Г.Артамонов) Чӑваш  АССРне туса хунӑранпа 30 ҫул ҫитнӗ ятпа иртнӗ республикӑри олимпиадӑна хутшӑнса халӑх творчествин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. 1954 ҫулта колхозниксене наряд радиопа пама пуҫланӑ. 1958 ҫулта колхоз тӑрӑшнипе фельдшерпа акушер пункчӗн тата колхозӑн ача ҫуратмалли ҫуртне хута янӑ.

1959 ҫулта «Правда» колхоз «Искра» колхозпа пӗрлешнӗ. Ф.Е.Марков ун хыҫҫӑн мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех ял Совечӗн председателӗнче тӑрӑшнӑ. Хастар ӗҫшӗн вӑл «Хисеп палли» ордена тата ытти нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Эпӗ аттепе тивӗҫлипех мухтанатӑп.

Кивӗ Сӗнтӗр ял ҫыннисем вара кайран «Искра» колхозсӑр пуҫне «Россия» колхоз йышӗнче пулчӗҫ. Унта та пирӗн ялсем хастар ӗҫпе палӑрчӗҫ.  1994 ҫулта Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем тепӗр хутчен «Правда» ял хуҫалӑх предприятийӗ туса уйрӑлса тухрӗҫ.

Пурнӑҫ  кирек мӗнле йӗрпе чупсан та, Марковсен йӑхӗ ял, колхоз историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнине историрен кӑларса пӑрахма ҫук.

Светлана Кокорева,

 таврапӗлӳҫӗ.

(Статьяна хатӗрленӗ чухне архив, ял историйӗн материалӗсемпе, В.И. Захарован (Маркован), Ф.Е.Марков аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ). 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *