Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ

 «Колхозсем пӗрлешсе тӑвакан мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетекен комплекс — районта чи пысӑккисенчен пӗри. Ӑна тума пуҫланӑранпа часах тӑватӑ ҫул ҫитет. Кунти ӗҫсем пирки хаҫатра чылай статьясем пичетленчӗҫ. Кӑҫал «Октябрь ялавӗ» хаҫат комплексра ятарласа штаб йӗркелерӗ. Малашне эпир хаҫатра тӑтӑшах кунти ӗҫсемпе унӑн пуласлӑх планӗсем тата комплексри ҫынсем ҫинчен ҫырса тӑма пуҫлатпӑр» (1977 ҫулхи декабрӗн 8-мӗшӗ). Ҫав номертех «Комплексри ӳкерчӗксем»  статья пичетленнӗ. «Силос хывмалли тӑватӑ ҫӳллӗ башня аякранах куҫа илӗртет. Пӑрусене усрамалли корпус, котельнӑй тата ытти объектсенче юлашки ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ӑшӑ парса тӑракан трасса та паян-ыран хатӗр пулмалла. Комплекс валли тӗрлӗ оборудованисем килсех тӑраҫҫӗ. Часах ҫӗнӗ стройкӑн икӗ пин вырнаҫмалӑх пӗрремӗш черечӗ ӗҫе кӗмелле».

Пирӗн районти колхозсем лайӑх ӗҫленӗшӗн республика шайӗнче ҫеҫ мар, Раҫҫейре те палӑрнӑ. «Ялав колхозах таврӑнчӗ» статьяра Н.Якимов журналист «Красный Октябрь» колхоза РСФСР Министрсен Совечӗпе ВЦСПСӑн куҫса ҫӳрекен ялавне пани пирки ҫырса кӑтартать (1972 ҫулхи апрелӗн 6-мӗшӗ). Хаҫат 1972 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнчи номерӗнче «Дружба» колхоза иртнӗ ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх СССР  Ялхуҫалӑх министерствин тата ял хуҫалӑхӗнчи, хатӗрлев ӗҫӗнчи рабочисемпе служащисен профсоюз Центральнӑй Комитечӗн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавне тата пӗрремӗш премине пани пирки пӗлтерет. 1976 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗнчи номерӗнче ҫак ялава «Знамя» колхоз тивӗҫни ҫинчен хыпарлать. Ку наградӑна асӑннӑ колхозсем 1970—1979 ҫулсенче темиҫе хутчен те тивӗҫнӗ. Кунта ӗҫлекенсем хушшинче патшалӑх наградисене — орденсемпе медальсене — илекенсем те нумайӑн пулнӑ. Вӗсем пирки журналистсем ҫырсах тӑнӑ.

Колхозсем уй-хиртен пысӑк тухӑҫ илес тӗллевпе агротехника ӗҫӗсене туллин пӑхӑнса ӗҫленӗ. Хӗл кунӗсенче те алӑ усса ларман. Тракторсемпе  хирсене тухса юр тытассине йӗркеленӗ. Ҫак енӗпе ӗҫсем мӗнле пыни пирки хаҫатра та пӗлтерсех пынӑ. «Россия» колхозри тӑваттӑмӗш комплекслӑ бригадӑри тырпул ӑстисем юр тытас ӗҫре тислӗк шӗвекӗпе шӑнтса тунӑ плитасемпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Колхозӗпе пурӗ 6175 плита шӑнтса хатӗрленӗ. Вӗсене 289 гектар лаптӑк ҫине лартса тухнӑ» (1973 ҫулхи февралӗн 6-мӗшӗ).

Колхозсем малашлӑха шанса хушма хуҫалӑхсем те йӗркелеме тӑрӑшнӑ. «Унӑн мӑрйисене Шурут ялӗнчен тухсан Йӳҫ Шӑхальне ҫитичченех пӗлӗтелле кармашса ларнине куратӑн». Ку йӗркесене «Колхозри хушма хуҫалӑх» статьяран илнӗ (1971 ҫулхи апрелӗн 20-мӗшӗ).  Унта «Урожай» колхоз хӑйӗн вӑйӗпе туса лартнӑ сӳс тыллакан завод пирки ҫырса кӑтартнӑ. «Пӗр сменӑра кӑна 18—20 ҫын ӗҫлет. Сменӑра 120—130 килограмм сӳспе чӳпӗк кӑлармалла». Хаҫатӑн 1977 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнчи номерӗнче «Комбикорм тӑвакан цехра» статьяри йӗркесем: «Ҫапла, кӑҫалхи ҫӗнӗ ҫул умӗн строительсем  комбикорм тӑвакан цеха ӗҫе ярса пысӑк парне хатӗрлерӗҫ. Халӗ ку цех «Заря» колхоз валли паха выльӑх апачӗ хатӗрлет. Малашне таврари колхозсем те кунта комбикорм тума тытӑнӗҫ», «Пин килограмм комбикорм хатӗрлеме 200-шер килограмм урпа, пӑрҫа тата белокпа витамин хутӑшӗ тата 400 килограмм сӗлӗ кирлӗ. Урпана ырашпа та улӑштарма пулать».

Колхозсенче машинӑпа техника паркӗ пуянланса пынӑ. Акӑ, хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, районти пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче 1973 ҫул тӗлне 307 трактор, тӗштырӑ пухмалли 99 комбайн, 134 плуг, 181 сеялка, 291 культиватор, ҫӗрулми лартмалли 71 агрегат пулни паллӑ. «Паянхи кун тӗлне колхозсенче тата «Комсомольский» совхозра 438 трактор, груз турттармалли 241 автомашина, 130 тырпул комбайнӗ тата тӗрлӗрен техника пур (1979 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗ).

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *