Воскресенье, 10 мая

Вăрланă юратăвăн хакĕ

(Малалли).

 Пурнăç малалла шунă май тупăнман япаласем те манăçа тухнăччĕ ĕнтĕ. Вунпилĕк çулхи вăрттăнлăх пĕтĕмпех çиеле тухрĕ. Мунча умĕнче ларакан упăшкин аттине курсан пĕтĕмпех ăнланчĕ.

Кашкăр пек уласа кăшкăрас килчĕ хĕрарăмăн, пичĕ тăрăх куççуль шăпăртатрĕ. Чĕри çĕçĕпе тирнĕн тӳсме çук ыратса кайрĕ. Çапах та хăйне вăхăтра алла илме пултарчĕ. Куççульне шăлса ачисем енне çаврăнса тăчĕ.

Часах аллине пысăк папка тытнă паçăрхи хĕрарăм тухрĕ. «Ĕненместĕр пулсан вулама пултаратăр», — терĕ хучĕсене Нина Петровнăна тăсса парса. Виççĕшĕ те айккинелле кайса вулама пуçларĕç.

Документпа паллашнă хыççăн Нина Петровнăн çак вырăнта пĕр самант та тытăнса тăрас килмерĕ. Хĕрĕпе кĕрӳшĕ умĕнче те мĕскĕннĕн курăнас темерĕ. 30 çул пĕрле пурăннă упăшки ултавçă, икĕ питлĕ, путсĕр çын пулнине çак хĕрарăм умĕнче калас килмерĕ ачисене. «Ку участок чăннипех те Михайлова Марина Гавриловна çинче. Сывă пулăр», — малалла утса кайрĕ Нина Петровна. Ларисăпа Саша та урăх тытăнса тăмарĕç, сывпуллашса уйрăлчĕç.

— Анне, мĕншĕн эсĕ нимĕн те ыйтса пĕлмерĕн? Тен, атте çинчен пĕлетчĕ вăл? — амăшне хăваласа çитсе ыйтрĕ Лариса.

— Вăл та пĕлет, эпĕ те пĕлетĕп. Киле çитсен калаçăпăр кун çинчен, хĕрĕм. Тем, хама япăх туятăп. Хăвăртрах хваттере çитсе ӳкесчĕ, выртса канасчĕ, — терĕ Нина Петровна.

Автобус çинче Лариса амăшĕпе юнашар ларчĕ, сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Сехет çурăран килте пулчĕç вĕсем. Лариса тӳрех амăшĕн юн пусăмне виçсе пăхрĕ. Палăрмаллах ӳссе кайнă иккен. Кирлĕ эмелсене ĕçсен лăпланса çывăрса кайрĕ. Виçĕ сехетрен çеç вăранчĕ. Пуçĕ малтанхи пек ыратмасть. Майĕпен тăрса кухньăналла утрĕ. Кĕрӳшĕпе хĕрĕ каçхи апат пĕçерсе те хунă. Амăшне курсан сĕтел хушшине ларма сĕнчĕç. Апатланнă вăхăтра Нина Петровна хăй мĕн пĕлнине ачисем патне çитерчĕ. Ларисăн куçĕсем шывланчĕç, ашшĕн пӳтсĕрлĕхĕ тарăхтарчĕ ăна.

— Эпĕ паян аçун докуменчĕсемпе паллашрăм. Ака уйăхĕнче перекет банкĕнчен икĕ миллион та 500 пин тенкĕ илни курăнать. Лариса, эсĕ машина илме укçа ыйтман-и унран? Хальтерех укçа паман-и вăл сире? — хумханнипе сасси чĕтресе тухрĕ.

— 2 миллион та 500 пин тенкĕ??? Анне, эпир, чăнах та, аттерен виличчен пĕр уйăх маларах кивçен 500 пин тенкĕ ыйтнăччĕ. Вăл пире ун чухлĕ укçа çукки çинчен каларĕ. Урăх ку темăна хускатман эпир, — пĕлтерчĕ Лариса.

— Укçине кĕнекерен илсе ăçта та пулин пытарса хуман-ши? — калаçăва хутшăнчĕ Саша та. Хуньăшĕ вылянчăк, çăмăл ăслă арçын пулнине ниепле те ĕненес килмерĕ унăн.

— Çитĕ-ха паянлăха пуçсене ватса. Пĕр кунта çакăн чухлĕ лайăх мар хыпарсем пуçа шăнăçаймаççĕ, сывлăхшăн та сиенлĕ вĕсем. Васкар мар. Пурнăç хăех кăтартса парать. Ыран ваттисен çуртĕнчен килсен шыраман вырăн хăвармастпăр. Мĕн те пулин тупăнĕ-и? — улăм пĕрчинчен тытăнса çăлăнасшăн пулчĕ пулĕ Нина Петровна.

— Анне, атте япалисене Сашăпа иксĕмĕр илсе кайса паратпăр. Эсĕ килте юл, мĕнпур çĕрте тĕрĕсле, шыра, — сĕнӳ пачĕ хĕрĕ.

— Юрĕ, çавăн пек тăвăпăр, — килĕшрĕ амăшĕ.

Пĕр-пĕрне ырă каç сунса çемье çывăрма выртрĕ.

Йывăр шухăшсем çил-тăвăл пек çаврăнчĕç хĕрарăмăн пуçĕнче. 30 çул пĕрле пурăннă çынна пачах та пĕлмен иккен вăл. 15 çул икĕ çемьепе пурăннă! Вунпилĕк çул!!! Педагог чунĕпе туйрĕ: упăшкин çĕнĕ çемйинче те ачасем пур. «Ларисăна юлташ тепĕр ача кирлĕ», — тенĕччĕ пĕррехинче Нина Петровна упăшкине. Лешĕ яхăнне те ямарĕ. «Пĕчĕк ача сассине илтес килмест манăн урăх, кирлĕ мар», — хирĕçлерĕ ун чухне аллине сулса. Ун хыççăн кун пирки пĕрре те калаçмарĕ хĕрарăм. Ыранхи кун мĕн те пулин çĕннине, хальччен пĕлменнине илсе килессĕн туйăнчĕ. Лайăххине ĕмĕтленсе куçĕсене хупса çывăрса кайрĕ.

Тунтикун кĕрӳшĕпе хĕрĕ ваттисен çуртĕнчен тӳрех хăйсен килне каяс терĕç. Нина Петровна ĕçрен таврăнсан шырав ĕçне малалла тăсрĕ. Çывăрмалли пӳлĕмри шифоньер антресолĕнчи япаласене кăлара-кăлара хучĕ. Вĕсем хушшинче хĕрлĕ коробкăна уçсан куçĕ алчăрасах кайрĕ. Хаклă йышши хăлха çакки, икĕ çĕрĕ, вăчăра, алла çыхмалли сулă йăлтăртатса выртаççĕ. Ылтăнран тунăскерсем. Чекĕ те коробкăрах — 500 пин тенкĕлĕх парне. Чечеклĕ открытка çине илемлетсе: «Пĕртен-пĕр юратăвăма», — тесе çырнă. Варрине 30 число лартнă, виçĕ чĕре ӳкерсе хунă.

«Эх, мăнтарăн арçынĕ, илнĕ парнине те парса ĕлкĕреймен. Кама валли илнĕ пулнă-ши çакăн пек хаклă япаласене?

Мария Петровская-Петрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *