«Единая Россия» партин «Выбор сильных» проекчӗпе килӗшӳллӗн апрелӗн 4-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче 16—18 ҫулхи шкул ачисем хушшинче армрестлинг енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Ку спорт енӗпе пирӗн округри спортсменсем япӑх мар кӑтартусем тӑваҫҫӗ. Ҫак тупӑшура та округ команди 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Уйрӑм спортсменсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илсе Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Анна Шуряшкина 60 килограмм, Айша Тухфетуллина 70 килограмм, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Максим Ильдюхин 55 килограмм таранхи виҫесенче палӑрчӗҫ.
Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи Энже Ямалтдинова 45 килограмм, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Дарья Медведева 70 килограмм, Рамир Хуснетдинов 65 килограмм таранхи виҫесенче иккӗмӗш вырӑн хуҫисем пулчӗҫ.
Гелсу Гибатдинова 45 килограмм, Джамиля Зарипова (иккӗшӗ те Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) 55 килограмм, Полина Инедеркина (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) 60 килограмм, Камиль Ямалиев (Урмаел вӑтам шкулӗ) 80 килограмм таранхи, Салават Камалиев (Шурут вӑтам шкулӗ) 80 килограмран пысӑкрах виҫесенче 3-мӗш вырӑна тухрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.
Сергей ОРЛОВ.

