Асра юлакан ҫулҫӳрев

Асра юлакан ҫулҫӳрев

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче вӗренекен юннатсем Сочи ҫывӑхне ҫулҫӳреве каясси пирки ӗмӗтленме те пултарайман. Апла пулин те хастар та пултаруллӑ пулнине кура вӗсем ҫак чыса тивӗҫнӗ. Нумаях пулмасть иртнӗ ҫулҫӳрев ҫинчен ачасем питӗ хавхаланса каласа пачӗҫ. 

Шкулта иккӗмӗш класра ӑс пухакансем пӗлтӗр юннат отрядне йӗркеленӗ. Кӑсӑклӑ пулнипе Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑннӑ. Ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Конкурс заданийӗсене уйӑхсеренех пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Макулатура, пластик крышкӑсем пухнӑ, усӑ курнӑ батарейкӑсене те ватман, ятарлӑ контейнера тултарнӑ. Вӗсене кура ытти классем те пулӑшма пуҫланӑ. Унсӑр пуҫне субботниксене хутшӑннӑ, садри улмуҫҫисене шуратса хурт-кӑпшанкӑсенчен сыхланӑ. Кайӑксене валли хӗлле сырӑшсем, ҫуркунне шӑнкӑрч вӗллисем ӑсталанӑ. Ҫӑлкуҫсем тавра тирпейлӗх кӳнӗ.  Ашшӗ-амӑшӗсем те ачисен ырӑ ӗҫӗнче пулӑшсах пынӑ. 

Ҫавӑн пекех хастарсем тавралӑхпа паллашнӑ, Шӑмӑршӑ округне «Чӑваш вӑрманне», Патӑрьел округӗнчи дендропарка экскурсие ҫитсе килнӗ. Ҫут ҫанталӑкри тӗрлӗ пулӑма сӑнаса пынӑ. Кайӑк е шӑши йӗрӗсене уйӑрма вӗреннӗ.

Ачасем «Юннат сукмакӗ» проект шутласа хунӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртейсен питӗ кӑсӑклӑ экскурси ирттерме планлаҫҫӗ вӗсем.

«Октябрь уйӑхӗнче Шупашкартан шӑнкӑравларӗҫ. Эпир конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулнине каласа тӗлӗнтерчӗҫ. Сочине кайма документсем хатӗрлеме каларӗҫ. Малтанласа ӗненсе те пӗтереймерӗмӗр-ха», — каласа парать отряд ертӳҫи Валентина Филиппова. «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» йӗркеленӗ конкурс положенийӗ тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсем чӑн-чӑн экспедицине Кавказ заповедникне каяҫҫӗ иккен. Ку заповедник Сочи ҫывӑхӗнчи Красная поляна хулинче вырнаҫнӑ. Унта инкеке лекнӗ тӗрлӗ тискер чӗр чун пурӑнать. Вӗсене волонтерсем чирсенчен сиплеҫҫӗ, май пур таран ирӗкри пурнӑҫа ҫывӑх услови туса параҫҫӗ.

Зубрсене, леопардсене курсан питӗ тӗлӗннӗ ачасем. Кашкӑрсемпе пӑлансем кӳршӗллех пурӑнаҫҫӗ унта. Чӑн юмахри пекех! Йӗри-тавра сӑрт-ту, уҫӑ сывлӑш. Ирсерен зарядка, тӗрлӗ лекци, викторинӑсем иртнӗ. Чӑн-чӑн экспедицине вара ачасем ту тӑррине хӑпарнӑ. Халтан кайса ҫитнӗ пулсан та питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Кӗнекере вулани мар, хӑв куҫупа курни пуринчен ытла асра юлать вӗт.

«Манӑн ӗмӗт пурнӑҫланчӗ. Эпӗ поездпа та кайса куртӑм, самолетпа та вӗҫрӗм. Тӗлӗнмелли нумай пулчӗ», — тет юннат ушкӑнӗнчи Богдан.

«Ҫул ҫинче эпир кайнӑ чухне 2 талӑк ытла пултӑмӑр, поездри чӳречерен тавралӑха сӑнарӑмӑр. Тинӗс тӗлне ҫитсен вара 2 сехет куҫ илми пӑхса пытӑмӑр. Темиҫе сехет кайсан та тинӗс ҫаплах пӗтмест. Епле тӗлӗнмелле сарлака вӑл! Вӗҫӗ-хӗрри ҫук вӗт, — каласа параҫҫӗ юннатсем. — Чӳречерен чӳрече патне чупсан та никам та вӑрҫмарӗ. Эпир тӗлӗнсе ахлатнине илтсен  ытти пассажирсем кулкаласа пычӗҫ. Ҫитсен те кулӑшла пулчӗ. Эпир, хӗллехи тум-тир тӑхӑннӑскерсем, поездран тухсан пирӗн ҫине пурте тӗлӗнсе пӑхрӗҫ% ара, унта пурте футболка-шортыпе ҫӳреҫҫӗ те. Юрать, кӑҫатӑ тӑхӑнмарӑмӑр, тесе култӑмӑр».

Каялла вара киле ачасем самолетпа таврӑннӑ. Мускав вокзалӗнче те вӗсене валли тӗлӗнсе сӑнамалли чылай пулнӑ. 

Вӗренекенсем поездра пуш параппан ҫапман. Шкулти расписанипе килӗшӳллӗн пӗтӗм урока вӗренсе пынӑ. Купере диктант та ҫырнӑ, ҫӗнӗ темӑсене те шӗкӗлченӗ, сӑвӑ та вӗренсе каласа панӑ.

Ҫамрӑк экологсем ту тӑррине хӑпарнӑ чухне тӗрлӗ ҫӳллӗшре пробиркӑсене тӑпра илсе пынӑ, кайран анализ тунӑ. Фотоловушкӑсем лартма та вӗреннӗ. Йывӑҫсен пурнӑҫ тӑршшӗне тӗпченӗ, гербарий пухнӑ.

Ачасем ҫулҫӳревре хӑйсене валли нумай ҫӗнни, интересли пӗлнӗ, тулли кӑмӑлпа унтан таврӑннӑ. Малашне те вӗсем экологи енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫлас, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса пултарулӑхне аталантарас ӗмӗтлӗ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *