Воскресенье, 10 мая

Агрофестиваль ачасене пӗрлештерчӗ

Агрофестиваль ачасене пӗрлештерчӗ

Пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӗр ӗҫӗпе интереслентересси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ку тӗллевпе Чӑваш республикин Правительство председателӗ   С.Г.Артамонов пуҫарӑвӗпе ача сачӗсенче агролабораторисем, шкулсенче агроклассем йӗркеленӗ. Ҫакӑ «Единая Россия» парти пулӑшнипе «Российское село» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать.

Нумаях пулмасть Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садӗнче округри агролабораторисен пӗрремӗш фестивалӗ иртрӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем активлӑн хутшӑнчӗҫ.

Чи малтанах пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин «Новая школа» проекчӗн округри координаторӗ  Е.Н.Соколова  ӑшшӑн саламларӗҫ. Агролабораторисен кураторӗсем вара ачасем ҫӗр ӗҫӗпе питӗ кӑсӑкланнине палӑртрӗҫ, малашне те ӳсӗмсем тума сунчӗҫ. 

«Колосок» (агрокураторӗ — «Слава картофелю» агрофирма, Х.С.Идиатуллин), «Рябинушка» (агрокураторӗ — «ТАВ» ООО), «Радуга» (агрокураторӗ — Н.Г.Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ «Слава картофелю» агрофирмӑпа пӗрле), «Лейсан» (агрокураторӗ — Р.А.Хайртдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ) тата Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнчи (агрокураторӗ — «Слава картофелю» агрофирма) ача сачӗсен командисем хӑйсен агролабораторийӗсен ӗҫӗ-хӗлне кӑтартса пачӗҫ, мӗнле ӳсентӑрансем ҫитӗнтернипе паллаштарчӗҫ, сӑнав дневникӗсене хӳтӗлерӗҫ, тӗпчевсене тата экспериментсене хутшӑнчӗҫ. Ачасем хӑйсен лаптӑкӗсенче хӑяр, помидор, пӑрӑҫ, шалча пӑрҫи, ҫӗрулми тата ешӗллӗхсем ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем вӑрлӑхсем мӗнле шӑтса тухнине, ӳсентӑрансем кунран-кун мӗнле улшӑнса пынине сӑнаҫҫӗ. Хальлӗхе шкул ҫулне те ҫитеймен пулсан та шӑпӑрлансем пахча ҫимӗҫсем лайӑх ҫитӗнччӗр тесен вӗсене ҫутӑпа тивӗҫтермеллине, куллен шӑвармаллине пӗлеҫҫӗ, тӑпрари тӗрлӗрен элементсем тухӑҫлӑх ҫине тӳрремӗн витӗм кӳнине те ӑнланаҫҫӗ. Тӑрӑшса ӗҫленине кура ҫамрӑк аграрисене тухӑҫӗ те савӑнтарать. Хӑйсен аллипе ҫитӗнтернӗ хӑяр-помидорпа, ешӗллӗхсемпе сӑйланнӑ чухне ачасем мӑнаҫланаҫҫӗ те, хавхаланаҫҫӗ те.   Унпа пӗрлех вара воспитательсемпе ачасем агролабораторинче ҫитӗнтернӗ пахча ҫимӗҫе тӑтӑшах салтаксене гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса параҫҫӗ.  Маттур! 

Фестиваль агролабораторисем пӗчӗккисемшӗн питӗ интереслӗ пулнине, мӗн пӗчӗкрен тӑван ҫӗре юратма, унпа пысӑк яваплӑхпа усӑ курма вӗрентнине кӑтартса пачӗ. Мӗн пӗчӗкрен агротехника ӗҫӗпе туслашакансем кайран та ҫак енӗпе аталанса пырасса, пурнӑҫӗсене ял хуҫалӑх сферипе ҫыхӑнтарасса шанма пулатех. 

Наталья Медведева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *