Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑҫемӗн юр ирӗлсех пырать. Хӗвел хытӑрах хӗртекен вырӑнсем, ҫул айккисем, ҫырма хӗррисем хуралчӗҫ. Юр айӗнчен пӗлтӗр кӗркунне юлнӑ, хӗлӗпе пуҫтарӑннӑ тасамарлӑх тухать. Уйрӑмах ялсенчи ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсен ҫывӑхӗсене пӑхма хӑрушӑ. Вӗсем патӗнчи йӗркесӗрлӗхе юр ҫуса пытарса пычӗ пулсан, халӗ пурте куҫ умне тухрӗ.
Хаҫатра та темиҫе хутчен ҫырсан та, ялти пухусенче тӑтӑшах калаҫсан та вӗсем патӗнчи тирпейлӗхе тытса пымастпӑр. Контейнерсем тулсан та вӗсен ҫывӑхне кил-ҫуртри йӑла каяшӗсене тултарнӑ пакетсем лартса хӑваратпӑр, контейнерсене тӳпелесе тултаратпӑр. Вӗсене йыт-качка сӗтӗрет, ҫурса унти ҫӳп-ҫапа тавралӑха сапалать. Илсе килсе пӑрахнӑ, кайран кирек мӗнле пултӑр, алран кайтӑр ҫеҫ текен шухӑшран писейместпӗр. Вӑл контейнерсене ятарласа кил-ҫуртри тасамарлӑха тирпейлӗн пуҫтарас тесе лартнӑ-ҫке. Йыт-качка кӗресрен, юр лартасран асӑрханма хупкӑчӗсем те пур. Анчах та ҫакна шута илместпӗр.
Кил-ҫуртра пирӗн таса. Урамра, ҫулсем хӗрринче, ҫырмасенче, вӑрмансенче мӗнле пулни пиртен чылайӑшне пачах та пӑшӑрхантармасть. Вӗсем манӑн мар вӗт текен шухӑшсемпе пурӑнатпӑр. Субботниксем ирттеретпӗр-ха. Ун хыҫҫӑн каллех урамсене варалама пуҫлатпӑр. Контейнерсемпе урнӑсем ҫывӑхрах пулсан та канихвет хучӗсене, пушӑ савӑт-сапана, пирус пачкисене ҫӗре персе хӑваратпӑр. Тасатни лайӑх, анчах та вараламан ҫӗрте ҫеҫ тирпейлӗ пулать.
Кӗҫех Мӑнкун уявӗ ҫитет. Ун умӗн кашни килтех пӳрт-ҫуртра тасатса тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, ӑпӑр-тапӑр нумай пулать. Ҫавна май контейнерсем те хӑвӑрт тулма пултараҫҫӗ. Ҫынсен вӗсем пушаниччен йӑлари каяшсене килтех тытса тӑма тӑрӑшмалла. Тулли контейнерсем патне хуни каллех вӗсен ҫывӑхне варалӗ. Хамӑр пурӑнакан, куллен ҫӳрекен вырӑн тирпейлӗ те таса пулни хамӑршӑнах. Ҫавна май ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май субботниксене хастартарах хутшӑнасчӗ, тавралӑха тирпейлесчӗ.
Юрий Михайлов.

