Воскресенье, 10 мая

Юмах тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ

Юмах тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ачасен ҫурхи каникулӗн кунӗсенче ҫӗршыври пур библиотекӑсенче те Ачасен тата ҫамрӑксен кӗнекисен эрни иртет. Пӗрремӗш хут вӑл 1943 ҫулхи март уйӑхӗнче  Мускаври Колонна залӗнче пулнӑ. Хаяр вӑрҫӑ кӗрленӗ пулсан та аслисем ачасене савӑнӑҫ хӗлхемӗ парнелеме май тупнӑ.

Пирӗн округри «Этникум» ача-пӑча модельлӗ библиотекинче эрне вулав уявӗнчен пуҫланчӗ. Ку мероприятие кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, республикӑра Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӳлӗхӗн ҫулталӑкӗсене халалларӑмӑр. Унта «Колосок», «Рябинушка» тата «Радуга» ача сачӗсене ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ. «Россия — наш общий дом» ятпа иртнӗ уява ҫӗршыв тӑрӑх «ҫулҫӳреве» тухнӑ евӗр йӗркелерӗмӗр. Ачасем  тӗрлӗ станцисенче чарӑнса тӗрлӗ халӑхсен  вӑййисем, юррисемпе юмахӗсем урлӑ вӗсен йӑли-йӗркисемпе паллашса пычӗҫ.

«Хоровод разных народов» станцире, акӑ, ачасем Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен юмахӗсене тата культурине пӗлчӗҫ. Вӗсем бурятсен, ингушсен, чӑвашсен юмахӗсене вуларӗҫ, Г.Тукайӑн «Водяная» юмахӗ тӑрӑх лартнӑ мультфильм пӑхрӗҫ. Тӗрлӗ халӑх юмахӗсенчен хатӗрленӗ «Знатоки сказок» вӑйӑра  вӗсен тавҫӑрулӑхпа пӗлӗвне кӑтартмалла пулчӗ. «От сердца к сердцу» уҫӑ микрофон умӗнче пӗчӗккисем чӑваш, вырӑс, тутар халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ.

«Собирайся народ, становись хоровод» станцире  «Ленточки», «Хвост змеи» тата «Тюбетейка» тӗрлӗ халӑх вӑййисене вылярӗҫ. Мероприяти  пурте «Большой хоровод» ташӑ картине тӑнипе вӗҫленчӗ. «Эпир тӗрлӗрен пулни — пирӗн пуянлӑх. Эпир пӗрле пулни — пирӗн вӑй!» — терӗҫ ачасем.

Кӗнеке эрни «Волшебница — вода» мероприятипе малалла пычӗ. Ертсе пыракансем ачасене ҫын пурнӑҫӗнче шыв мӗнле вырӑн йышӑнни, унпа ҫыхӑннӑ интереслӗ фактсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Ун хыҫҫӑн пӗчӗккисем шыв тӗнчине ҫулҫӳреве тухрӗҫ. Ачасемшӗн шывӑн вӗҫӗмсӗр ҫаврӑнӑшӗ, кӳлӗсемпе юханшывсенчен пӑсланса хӑпарса, тӳпере вӗҫсе  ҫӳресе каялла ҫӗр ҫине таврӑнни пирки пӗлме те кӑсӑклӑ пулчӗ. «Круговорот воды» мультфильм пӑхни, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырани, опытсем туни вӗсен асӗнче чылайлӑха юлӗ. «Вода — это жизнь» выставка шыв, кӳлӗсем, юханшывсем ҫинчен каласа паракан кӗнекесемпе, юмахсемпе, сӑвӑсемпе, легендӑсемпе паллашма май пачӗ.

 Кӗнеке эрнинчи тепӗр мероприяти «Рябинушка» ача садӗнче пулчӗ. Ҫамрӑк вулакансем хӑйсен юратнӑ юмахӗсен страницисем тӑрӑх ҫулҫӳреве кайрӗҫ. Уявӑн тӗп хӑни ӑслӑ  Звездочет пӗчӗккисене  ырри яланах усаллине ҫӗнтерекен асамлӑ тӗнчене илсе кӗчӗ. Ачасем юмахсенчи сӑнарсемпе тӗлӗнтермӗшсен ытамӗнче пулчӗҫ. Мӗн чухлӗ хавхалану, хаваслӑ кулӑ пулчӗ унта! Вӗсем «Асамлӑ арчара» мул шырарӗҫ, «Кто  это сказал;» вӑйӑра сӑнласа панӑ тӑрӑх юмахсенчи сӑнарсене палласа илме тӑрӑшрӗҫ, «Сказочная арифметика» вӑйӑра  кӑсӑклӑ пуҫватмӑшсен тупсӑмӗсене шырарӗҫ. «Сказочная карусель» ятпа илемлӗ кӗнекесенчен йӗркеленӗ выставка та шкул ҫулне ҫитмен ачасен кӑмӑлӗсене кайрӗ. Тӗлпулупа вӗсем кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Асамлӑ юмах тӗнчине лекес тесен алла кӗнеке ҫеҫ тытмаллине ӑнланчӗҫ.

Комсомольскинчи ача-пӑча библиотекинче йӗркеленӗ «Дружба побеждает» шашка турнирӗ библиотека ачасене кӗнеке алла  илме, паллашма май панипе пӗрлех вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталанма, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттерме, ҫӗнӗ туссем тупма пулӑшакан вырӑн та пулнине туллин ҫирӗплетсе пачӗ. Кашниех  шашка хӑми умӗнче  тимлӗ пулса ӑсталӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ.

Ача-пӑча кӗнекисен эрни вӗҫленчӗ.  Вӑл  нумайӑшне кӗнекесемпе тачӑрах туслашма пулӑшрӗ. Ачасем юмах тӗнчине илсе кӗнипе пӗрлех вӗсем пӗлӳ илме пулӑшакан ҫӑлкуҫ та пулса тӑнине ӑнланчӗҫ.  Библиотека ӗҫченӗсем вара малашне те пӗчӗккисене хаваслӑ та интереслӗ мероприятисемпе савӑнтарӗҫ.

Ирина Крылова,

Елена Прокопьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *