Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Паян ҫамрӑксем пирки тӗрлӗрен калаҫнине илтме пулать. Хурласа сӑмахлакансем те пур. Манӑн вӗсем пирки сив сӑмах калас килмест. Ачасем мӗнле ҫитӗнесси чи малтанах ҫемьерен килет тесе шутлатӑп. Ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗс воспитани пама пултарсан ҫамрӑксем ырӑ кӑмӑллӑ  ҫынсем пулса ҫитӗнеҫҫӗ. Паянхи ачасем хушшинче те ӗҫчен, ырӑ шухӑшлисем  чылай.

Эпӗ урана хуҫнипе чылай вӑхӑт больницӑра выртрӑм. Хӗлле кӑҫал юр нумай ҫуса кил-ҫурт таврашне тултарса лартрӗ. Хам ӗҫлейместӗп. Пулӑшу ыйтса Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорне И.А.Соловьевӑна шӑнкӑравларӑм. Вӑл мана «Единая Россия» партин «Молодая гвардия» уйрӑмӗн  округри ертӳҫипе В.Н.Кокоревпа калаҫса пӑхма  сӗнчӗ. Эпӗ ҫапла турӑм та. Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Ярослав Григорьевпа Иван Чернов килчӗҫ. Ун хыҫҫӑн кӗреҫе йӑтнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем ман пата ҫитрӗҫ. Ушкӑнпа тӑрӑшса ӗҫлесе хапха умне те, картишне те юртан тасатса пачӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи 9-мӗш кадет класӗнче вӗренекенсем, «Молодая гвардия» членӗсем: Настя Евдокимова, Таня Григорьева,  Аделия Шайдуллина, Валерия Григорьева, Анастасия Чернова пулӑшрӗҫ. Тепӗр кун вӗсен вырӑс чӗлхипе малтанхи экзамен пулассине пӑхмарӗҫ, ӳркенсе тӑмасӑр мана, ватӑ ҫынна, пулӑшма май тупрӗҫ. Вӗсене тата «Молодая гвардия» ертӳҫине В.Н.Кокорева тав сӑмахӗ калатӑп. Ҫамрӑк гвардеецсем шантарса тӑмарӗҫ, хӑйсен ырӑ тӗллевӗсене ӗҫпе кӑтартса пачӗҫ.

Март вӗҫӗнче ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫларӗ. Ҫурт тӑрринчи юр картишне шуса анчӗ.  Ӑна тасатма та ҫамрӑк гвардеецсемех пулӑшрӗҫ. Матвей Чернов, Матвей Михеев, Семен Титов, Илья Шакмаков ӳркенмесӗр ӗҫлерӗҫ.

«Молодая гвардин» округри уйрӑмӗнчи ҫамрӑксем пулӑшу кирлӗ ҫынсене малашне те ырӑ ӗҫсем туса парасса шанас килет. Вӗсен вӗренӳре те, кулленхи пурнӑҫӗнче те ӑнӑҫусем ҫеҫ пулччӑр. Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест, теҫҫӗ. Лайӑх туни лайӑхпах таврӑнтӑр.

Валентина Васильева,

педагогика ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *