Шкулта музейра пулчӗҫ, мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ

Шкулта музейра пулчӗҫ, мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ

Чи малтанах вӗсем Хирти Явӑш вӑтам шкулне ҫитсе курчӗҫ. Вӗсене шкул директорӗ Н.Г.Ильин, вӗренекенсем, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов кӗтсе илчӗҫ. Николай Георгиевич кӗскен шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ветерансем шкулти классемпе интересленсех паллашрӗҫ. Предмет кабинечӗсене кӗрсен кунта ачасене тарӑн пӗлӳ илмелли, тавракурӑмне аталантармалли  пур майсем те ҫителӗклӗ пулнинчен тӗлӗнчӗҫ те. Вӗсенчен кашниех хӑйсем вӗреннӗ вӑхӑтсене те аса илчӗ пулӗ. Унтанпа чылай ҫул иртнӗ пулсан та ачалӑх, шкул вӗсен асӗнчех юлнӑ. Вӑл вӑхӑтсенчен паянхи шкулсем ҫӗрпе пӗлӗт пек уйрӑлса тӑраҫҫӗ. 40—60 ҫул каялла классене кӑмакасемпе хутса ӑшӑтнӑ. Шартлама сивӗре пӳлӗмсенче хӗн пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче хут-кӑранташ енӗпе те йывӑрлӑхсем пулнӑ. Паян ачасем ҫутӑ та таса, ӑшӑ классенче лараҫҫӗ. Шкултах мастерскойсем, столовӑй, туалет, спортзал. Тарӑн пӗлӳ илме кӑтарту хатӗрӗсемпе электронлӑ хатӗрсем тата ытти техника ҫителӗклӗ. Ветерансене спорт залӗ, музыка, ӗҫ урокӗсем ирттермелли кабинетсем уйрӑмах кӑмӑлӗсене кайрӗҫ. Кунта ачасене хӑнӑхмалли, вӗренмелли хатӗрсем кирлӗ таранах. Коридорсенче тӗрлӗ стендсем нумай. Вӗсемпе паллашсанах, никам каласа памасӑрах, шкул пурнӑҫӗ ҫинчен тӗплӗн пӗлме пулать. Тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ ҫынсем шкул историйӗпе ҫыхӑннӑ, кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ачасене пӗлӳ парас енӗпе ӗҫленӗ вӗрентекенсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ стенд патӗнче чылай вӑхӑт чарӑнса тӑчӗҫ. Хӑшӗ-пӗри хӑйсен учителӗсене асӑрхаса аса илӳ авӑрне те путрӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа тата «вӗри точкӑсене» хутшӑннӑ ҫынсене, паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршыва сыхлакансене халалланӑ кӗтес те ачасене патриотизмла воспитани парас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Вӗренӳре палӑрса медальсене, Чӑваш Республикин Президенчӗн, Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине тивӗҫнисене, шкултан вӗренсе тухса ырӑ ят ҫӗнсе илнисене  халалланӑ стендсем те паян пӗлӳ илекен ачасемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Ветерансем  шкул пурнӑҫӗпе тӗплӗн паллаштарнӑшӑн Николай Ильин директора  чӗререн тав турӗҫ. Шалти ӗҫсен  тытӑмӗнче ӗҫленӗ ветерансен округри уйрӑмӗн тата Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнисен округри ветерансен совечӗсен председателӗсем П.Лапшинпа  Н.Смирнов  икӗ класра Паттӑрлӑх урокӗ ирттерчӗҫ.

Экскурси хыҫҫӑнхи кӗске канашлура округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев  шкулта ҫарпа патриотизмла воспитани ӗҫне лайӑх йӗркеленӗшӗн Н.Ильина ветерансен совечӗн  Хисеп грамотипе наградӑларӗ. Обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑшӑн ҫавӑн пек наградӑнах Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнисен республикӑри ветерансен совечӗ ячӗпе (Николай Георгиевич Германире ҫар службинче пулнӑ)  Н.Смирнов та пачӗ. Ӳсекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ыйтусемпе ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ В.И.Пундяков, Йӑвашкел ялӗнчи, райпори ветерансен пуҫламӑш организацийӗсен председателӗсем Г.Г.Ракчеев, С.Ф.Кокорева тата ыттисем те калаҫрӗҫ.

Малалла ветерансем «Дружба» колхоза нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ, ӗҫре палӑрнӑшӑн икӗ хутчен Ленин орденне тивӗҫнӗ С.А.Алиуллов ячӗпе хисепленсе тӑракан краеведени музейне ҫитсе курчӗҫ. Унти паха экспонатсемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ. Музей пысӑках мар пӳлӗмре вырнаҫнӑ пулин те унта ҫак тӑрӑхра пурӑнакансен историйӗпе, йӑли-йӗркипе паллаштаракан япаласем нумай. Кунта ӗмӗртен икӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ, чӑвашсемпе тутарсем килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикинче Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӳлӗхӗн ҫулталӑкӗсем пулнӑ май ҫак мероприятие  шӑпах та кунта, икӗ халӑхӑн пӗрлӗхӗпе туслӑхне, килӗшӳлӗхне курма май пур  Элпуҫ территори уйрӑмӗнче ирттерни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Вырӑнти культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ концертра та чӑваш, тутар, вырӑс чӗлхисемпе тӗрлӗ номерсем пулчӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *