Комсомольски райповӗн никӗсӗ ҫинче апрелӗн 2-мӗшӗнче пысӑк мероприяти иртрӗ. Кунта республикӑри потребсоюзӑн 15 предприятийӗ чи лайӑх ҫӑкӑр-булка пӗҫерекенсен конкурсне хутшӑнчӗ.
Пухӑннисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Андрей Данилов саламларӗҫ.
Жюри членӗсем чи тутлӑ хура, шурӑ ҫӑкӑр тата техӗмлӗ булка пӗҫерекенсене палӑртрӗҫ, кашни продукцие хакларӗҫ. Конкурс пирӗн потребкоопераци ӗҫченӗсем мӗн тери тутлӑ та паха продукци пӗҫерме пӗлнине кӑтартса пачӗ.
Ҫавӑн пекех пирӗн округа килсе ҫитнӗ делегаци «Хлебозавод» ООО ӗҫӗпе паллашрӗ, «Торговый дом» суту-илӳ ҫуртне ҫитсе курчӗ. «Точка вкуса» тата «Хлебушко» павильонсенчи продукципе те пурте интересленсех паллашрӗҫ. Вӗсенче сутакан тавар ассортименчӗ пуян пулнине, паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтернине палӑртрӗҫ.
Тӗплӗнрех ҫитес номерте.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

