«Единая Россия» парти халӑх хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырассине аталантарас, ачасене спортпа туслаштарма хавхалантарас тӗлӗшпе чылай тӑрӑшать. Партин «Детский спорт» проекчӗпе килӗшӳллӗн нумай ӑмӑрту иртет.
Ҫак кунсенче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри шкулсенчи ҫамрӑк баскетболистсем вӑй виҫнӗ. Ӑмӑртусенче арҫын ачасем хушшинче 5 команда, хӗрачасем хушшинче 4 команда тупӑшнӑ.
Арҫын ачасенчен Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк баскетболистсем пысӑк ӑсталӑх кӑтартса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Аслӑ Чурачӑк тата Нӗркеҫ вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсен командисем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
Хӗрачасем хушшинче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкул команди хастарлӑхпа палӑрнӑ, пӗрремӗш вырӑна алӑран вӗҫертмен. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи хӗрачасен команди иккӗмӗш пулнӑ. Тукай Мишер вӑтам шкул команди — виҫҫӗмӗш. Ҫӗнтерӳҫӗсем округ чысне республика шайӗнчи ӑмӑртусенче хӳтӗлӗҫ.
Петр Порядков.

