Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

«Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин «Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче вара  Хасиятулла Идиатуллина Хусанти Пӗтӗм Раҫҫейри предпринимательсен канашлӑвӗнче  Тутарстан республикин Президенчӗ Рустам Минниханов  «За доблестный труд» медальпе чысланӑ.

Хасиятулла Семигуллович 1965 ҫулта Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, унтан салтак атти тӑхӑннӑ. 1988 ҫулта Тукай тӗп шкулӗнче учительте ӗҫлеме пуҫланӑ, 1990—2001 ҫулсенче Чӗчкен тӗп шкулӗн директорӗнче вӑй хунӑ. Унтан вара «Слава картофелю» агрофирмӑра ӗҫ тӑвакан директорта тӑрӑшма пикеннӗ. 2004 ҫултанпа вара вӑл — генеральнӑй директор.

Хасиятулла Семигуллович ертсе пынӑ тапхӑрта агрофирма аталанса пырса республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнчи чи малта пыракан предприятийӗсен шутне кӗнӗ. Паянхи кун вӑл — хӑватлӑ производство никӗсӗллӗ, ӑста командӑллӑ, малта пыракан технологисемпе усӑ куракан, ҫӗнӗлле ӗҫлесе ҫирӗппӗн аталанса пыракан хуҫалӑх. Агрофирма усӑ куракан ҫӗрсем 5,3 пин гектар ытла сарӑлса выртаҫҫӗ. Кунтах 1440 тӑваткал метр пысӑкӑш республикӑри пӗртен-пӗр мультитуннеллӗ теплицӑсен комплексӗ вырнаҫнӑ. «Слава картофелю» агрофирма вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми туса илес енӗпе Раҫҫей шайӗнче те палӑрса тӑрать. Кунта «иккӗмӗш ҫӑкӑра» микроӳсентӑрансенчен пуҫласа репродукциллӗ вӑрлӑх таран туса илессине ӑнӑҫлӑн йӗркеленӗ.

Х.С.Идиатуллина ҫӳлерех асӑннӑ хисеплӗ ята парса чыслани унӑн нумай ҫулхи тӑрӑшӑвне, хӑйӗн ӗҫне чунне парса пурнӑҫласа пынине, ҫӗршыври тата регионти агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне тӳпе хывнине питӗ пысӑка хурса хакланине ҫирӗплетет. Хасиятулла Семигулловича ҫак ҫӳллӗ шайри наградӑна тивӗҫнӗ ятпа чӗререн саламлатпӑр, малашне те аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.  

Наталья КАЛАШНИКОВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *