Мӑнкун уявӗ ҫывхарса пынине кура Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене пулӑшу кӳрес тӗллевпе ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртрӗ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тата воспитательсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарчӗҫ.
Кӗрпесем, тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫ, чей-кофе тата куллен кирлӗ япаласем пуҫтарас ӗҫре кашниех активлӑ пулчӗ. Унсӑр пуҫне ачасем Раҫҫей шайӗнче иртекен «Салтак валли ҫыру» акцие хутшӑнса пирӗн хӳтӗлевҫӗсем валли хӑйсен аллисемпе открыткӑсем ӑсталанӑ. Вӗсем салтаксене ҫывхарса килекен Мӑнкунпа саламласа хӑйсен ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, хӑвӑртрах киле ҫӗнтерӳпе таврӑнма суннӑ. Ачасем хатӗрленӗ саламлӑ ҫырусем тӑван ҫӗртен аякри салтаксен чун-чӗрине ӑшӑтӗҫ, килӗсенче чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине аса илтерӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла: ҫакӑн пек акцисем ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен патриот туйӑмне аталантарма, пуҫ тӑрринчи мирлӗ тӳпене хаклама, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен паттӑрлӑхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Пуҫарӑва активлӑн хутшӑннӑ воспитательсемпе ачасен ашшӗ-амӑшӗ вара уйрӑм тав сӑмахне тивӗҫ. Шӑпах вӗсем хавхалантарнипе пӗчӗккисем те хаваспах ҫак акцие хутшӑннӑ.
Зинаида КСЕНОФОНТОВА,
воспитатель.

