Воскресенье, 10 мая

Патшалӑх программисене пӗтӗмлетнӗ

Патшалӑх программисене пӗтӗмлетнӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑнчӗ.

Ларура патшалӑх программисене мӗнле пурнӑҫа кӗртсе пынине сӳтсе яврӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ. Тӗп ыйтусенчен пӗри республикӑри район хаҫачӗсен аталанӑвӗпе ҫыхӑнчӗ. Ларура ҫавӑн пекех транспорт тата спорт аталанӑвне те сӳтсе яврӗҫ. Республика шайӗнче тунӑ йышӑнусем, паллах, округ пурнӑҫӗ ҫине те витӗм кӳрӗҫ.

«Аслӑ экономика канашӗнче эпир виҫӗ патшалӑх программин — цифровизаци, транспорт тата спорт — кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗмӗр. Кашни енпех ҫирӗп тӗллевсене тата йышӑнусене палӑртрӑм.  Медиахолдинг. Пирӗн тӗллев — район хаҫачӗсене, вӗсен кашни муниципалитетра пурӑнакансем палласа илекен бренчӗсене упраса хӑварасси тата аталантарасси. Ҫав вӑхӑтрах эпир редакцисем валли пӗрлӗхлӗ сервис тӑватпӑр — юридици, бухгалтери, технологи тата маркетинг пулӑшӑвӗ. Журналистсем вара чи кирли ҫине пӗтӗм тимлӗхне уйӑрӗҫ — республика пурнӑҫӗ ҫинчен пур платформа ҫинче пахалӑхлӑн, паянхилле тата оперативлӑн каласа парӗҫ. Шыв транспорчӗ. Ларура ҫак ен ҫине сахал тимлӗх уйӑртӑмӑр. Апла пулин те ку вӑл логистика ыйтӑвӗ ҫеҫ мар, республикӑн шалти пурнӑҫне, туризма тата инвестици илӗртӳлӗхне аталантармалли пӗлтерӗшлӗ ен. Вӑл Шупашкара та, пирӗн пӗчӗк хуласене те пырса тивет. Ку енӗпе системӑллӑ йышӑнусем тата конкретлӑ сӗнӳсем хатӗрлеме хушрӑм. Спорт. Ку енпе малалла ӗҫлетпӗр: пирӗн спортсменсене пулӑшу кӳретпӗр, ҫав вӑхӑтрах ресурссемпе тухӑҫлӑн усӑ курассине йӗркелесе пыратпӑр. Тӗллев — ҫак ӗҫе вӑйлатса пырасси, малаллахи ӳсӗмпе аталану валли условисем тӑвасси», — палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Комсомольски округӗшӗн кашни ыйту пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен, «Каҫал ен» район хаҫачӗ — хыпарсен ҫӑлкуҫӗ ҫеҫ мар, вӑл — округ пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Халӑх ӑна шанать. Ҫакӑн пек кӑларӑмсене пулӑшни тата аталантарни ҫынсемпе ҫыхӑнӑва упраса хӑварма май парӗ», — уҫрӗ шухӑшне Николай Никандрович Раськин.

Алевтина АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *