Округра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ паттӑрсене яланах асра тытаҫҫӗ. Вӗсен ячӗсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем те тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ.
Мартӑн 29-мӗшӗнче, акӑ, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче Хӑюлӑх орденне тивӗҫнӗ, паттӑрсен вилӗмӗпе ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ Геннадий Павлова асӑнса ачасем хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен республикӑри турнирӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Енри вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Кавир ҫине 2010—2012 ҫулсенче ҫуралнисем 42, 45, 48, 51, 55, 60, 65 килограмм таранхи тата 71 килограмран ытларах виҫесенче, 2013—2014 ҫулсенче ҫуралнисем 32, 35, 38, 42, 46, 50, 56 килограмм таранхи виҫесенче тухрӗҫ.
Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Росгварди управленийӗн Чӑваш республикинчи штаб начальникӗ М.Н.Лапшин, Г.Павловӑн амӑшӗ В.Г.Павлова, кукамӑшӗ Г.А.Павлова, куккӑшӗ А.Г.Павлов, «Витязь» ятарлӑ центрӑн представителӗсем, ҫар ҫыннисем, сумлӑ спортсменсем саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. Ҫӗршыва сыхласа, хӳтӗлесе пурнӑҫне панӑ ҫынсен ячӗсене яланах асра тытмаллине палӑртрӗҫ.
Тупӑшусем хӗрӳ те ҫивӗч иртрӗҫ. Кашниех хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартса ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлчӗ. Нумай спортсмен хушшинче пирӗн округри кӗрешӳҫӗсем те лайӑх кӑтартусемпе палӑрма пултарчӗҫ. 2010—2012 ҫулсенче ҫуралнӑ спортсменсенчен 45 килограмлӑ виҫере Александр Демьянов 3-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ, 51 килограмм таранхи виҫере Самир Галимзянов, 55 килограмм таранхи виҫере Риназ Зейнетдинов, 65 килограмм таранхи виҫере Илья Шакмаковпа Евгений Андреев, 71 килограмм таранхи виҫере Никита Захаров 3-мӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.
2013—2014 ҫулсенче ҫуралнӑ кӗрешӳҫӗсенчен 35 килограмм таранхи виҫере Роман Чернов виҫҫӗмӗш, Савва Галкин 50 килограмм таранхи виҫере иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене статуэткӑсем, медальсем, дипломсем, хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ. Ҫакӑн пек ӑмӑртусем ачасене ҫарпа патриотизмла воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте палӑртрӗҫ. Спорт мероприятине йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн спонсорсене: А.Х.Шакирова, Г.С.Мифтахутдинова, И.Адеева, К.З.Пахалова, Р.А.Кириллова тав тӑватпӑр.
Валерий Денисов.

