Мартӑн 28-мӗшӗнче округри православи тӗнне ӗненекенсемшӗн паллӑ пулӑм пулса иртрӗ — Шурутри Ивер Турӑ Амӑшӗн мӑнастирӗнчи ҫӗнӗ храма сӑвапларӗҫ. Ку ӗҫе Канаш епархийӗн ертӳҫи, Канаш тата Беловолжск епископӗ Стефан пурнӑҫларӗ. Вӑлах тин сӑвапланӑ храмра пӗрремӗш литургине ирттерчӗ.
Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уяв службине хутшӑнчӗ, паллӑ кунпа пуҫтарӑннисене саламларӗ. Вӑл храм ял ҫыннисемшӗн питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие III округӑн благочиннӑйӗ, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храм настоятелӗ Сергий Скворцов иерей, Аслӑ Чурачӑкри храм настоятелӗ Георгий Левшин протоиерей, мӑнастирь настоятельници Кирилла игумения, клирик Георгий Полищук протоиерей тата ытти тӗн ҫыннисем, ҫавӑн пекех Шурут территори уйрӑмӗнче, ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем, ҫӗнӗ храма хӑпартнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ строительсем хутшӑнчӗҫ.
Литургие вӗҫлесе Архипастырь мӑнастирӗн настоятельницине Кирилла игуменьяна, храм тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ строительсене, ку ӗҫре пулӑшу кӳнӗ ҫынсене чӗререн тав турӗ. Ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче уйрӑмах хастарлӑх кӑтартнисене: Георгий протоиерея, Анфуса монахиньӑна Авраамий Болгарский мученик ячӗллӗ III степеньлӗ медальсемпе, Андрей иерея, Николай Угаслова, Игорь Любченкова, Валерий Федорова, Алексей Иванова, Геннадий Федорова, Вячеслав Макова Канаш епархийӗн грамотисемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ.
Ивер Турӑ Амӑшӗн храмӗ ҫынсемшӗн сӑваплӑ вырӑн пултӑр. Кунта килекен кашни ҫын чунра канӑҫлӑх туптӑр.
Наталья Медведева.

