Воскресенье, 10 мая

Мала тухнӑ

Мала тухнӑ

Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ вӗҫленчӗ пулин те пирӗн округри спортсменсем йӗлтӗр йӗрӗ ҫинчен кайман-ха. Вӗсем ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе савӑнтараҫҫӗ.

Акӑ, иртнӗ канмалли кунсенче йӗлтӗрҫӗсем Канашри йӑлана кӗнӗ ҫурма марафона хутшӑннӑ. Унта вӗсем Чӑваш Енри, Мари Элри, Тутарстанри вӑйлӑ спортсменсемпе вӑй виҫнӗ.  Хӑйсен ӳсӗмӗсенчисем хушшинче Зуфар Тимаев, Николай Ятманов, Иван Симендеев пӗрремӗш,  Николай Васильев, Владислав Васильев иккӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Вячеслав Лаврушкин, Владимир Калашников, Сергей Белков  та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсемпе дипломсене тивӗҫнӗ. Вӗсене саламлатпӑр. Ҫӗнтерӳсем пулсах тӑччӑр.

Николай Ятманов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *