(Малалли).
Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ
Хаҫат редакцийӗ вулакансем валли тӗрлӗ конкурссемпе викторинӑсем те йӗркелеме тӑрӑшнӑ. 1970 ҫулта «Ҫӗнтерӗве — чӗрӗк ӗмӗр» девизпа иртернӗ ялкорсен творчество конкурсне Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пӗтӗмлетнӗ. «Итогсем туса, жюри пӗрремӗш премие никама та памалла мар тесе йышӑнчӗ. Иккӗмӗш премие А.Артюшкин ялкор «Пилӗк юплӗ ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшаҫҫӗ» тата «Десантник» очерксемшӗн илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ҫавӑн пекех иккӗмӗш премине «Умра — Будапешт» тата «Паттӑрлӑх ҫулӗпе» корреспонденцисемшӗн Б.Кокорев ялкора панӑ. Виҫҫӗмӗш премисене А.Можаевпа Н.Галкин ялкорсем илме тивӗҫ пулчӗҫ» (1970 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗ).
1970 ҫулта В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тунӑ. Юбилей умӗн, паллах, анлӑ социализмла ӑмӑртусем йӗркеленӗ. Ҫулпуҫа асӑнса нумай-нумай мероприяти йӗркеленӗ. Вӗсем пирки хаҫат страницисенче каласа парсах тӑнӑ. «Октябрь ялавӗ» хаҫат хӑй те район библиотекипе пӗрле «Ленин сӑнарӗ литературӑпа искусствӑра» викторина ыйтӑвӗсемпе вулакансем умне тухнӑ.
Паллӑ юбилей умӗн «,ҫри хастарлӑхшӑн В.И.Ленин 100 ҫул ҫитнине палӑртса» юбилей медалӗ ҫирӗплетнӗ. Хаҫатӑн апрелӗн 18-мӗшӗнчи номерӗнче пирӗн районти ҫак наградӑна илме тивӗҫлӗ пулнӑ ҫынсен тулли списокне пичетленӗ. Ҫак наградӑна пирӗн тӑрӑхри 1400 ҫын тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче редакципе типографире тӑрӑшакан Ефросиния Ивановна Квасова, Вера Степановна Мурнаева (кайран Воробьева), Геннадий Алексеевич Уткин та пур.
В.И.Ленин 100 ҫул тултарнине халалланӑ «Искусство — халӑха» халӑх театрӗсен конкурсӗнче Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗ «Октябрь ялавӗ» хаҫатра ӗҫлекен И.Кузьмин ҫырнӑ «Сиккасси хӗрӗ» пьесӑпа сцена ҫине тухса республикӑра 1-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Рольсене вылякансене те, автора та наградӑсем парса чысланӑ.
1977 ҫулхи августӑн 25-мӗшӗнче «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн 5000-мӗш номерӗ тухнӑ. Ҫак ятпа хаҫатӑн историйӗпе ҫыхӑннӑ материалсем пичетленнӗ.
«Октябрь ялавӗ» хаҫат пурнӑҫ таппипе пӗр тан пынӑ. Яланхи пекех корреспондентсем тӑтӑшах ялсене тухса ҫӳренӗ, колхозсемпе унта ӗҫлекенсен пурнӑҫне ҫутатса пынӑ. Районӑн палӑртнӑ тӗллевӗсемпе вулакана паллаштарса тӑнӑ. 1970 ҫулта районти ӗҫҫынни депутачӗсен районти 6-мӗш сессийӗ пулса иртнӗ. Унта палӑртнӑ тӗллевсенчен хӑшӗ-пӗрипе паянхи кун та паллашма интереслӗ пулӗ. «Тӗштырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсен лаптӑкӗ 21270 гектар пулмалла, вӑл шутран тулӑ — 8760 гектар, пӑрҫа — 3290 гектар, хуратул — 190 гектар. Ҫӗрулми лаптӑкӗ — 1998 гектар, кукуруза — 1610 гектар, тымарҫимӗҫ — 800 гектар, пахчаҫимӗҫ — 160 гектар, хӑмла — 68 гектар, кантӑр — 178 гектар. Колхозсенче обществӑлла выльӑх-чӗрлӗх йышӗ: мӑйракаллӑ шултра выльӑх 8400 пуҫ, вӑл шутран ӗнесем 3070 пуҫ, сыснасем 13760 пуҫ, сурӑхсем 6507 пуҫ, чӑх-чӗп 42000 пуҫ. 5,9 миллион штук хӗртнӗ кирпӗч кӑлармалла, вӑл шутран Тӑманлӑ Выҫлири кирпӗч завочӗ — 3,4 миллион штук, строительствӑпа монтаж управленийӗ — 2,5 миллион штук» (1970 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗ). 1976 ҫул валли йышӑннӑ обязательствӑсен калӑпӑшӗ те пысӑк. Унти хӑш-пӗр йӗркесем% «Районта чӗрӗ кирпӗч туса кӑларассине 12 миллиона, хӗртнӗ кирпӗч кӑларассине 11 миллиона ҫитермелле», «Чул сарнӑ автомобиль ҫулӗсем 6 километр тӑватпӑр», «Тӑватӑ пин пуҫ вырнаҫмалӑх мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли хуҫалӑхсем хушшинчи комплекса малалла та анлӑн туса пымалла» (1976 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗ).

