Шупашкарти «Пехет» агромаркет суту-илӳ центрӗ ҫеҫ мар, Чӑваш Республикин хӑйнеевӗрлӗхӗпе пуянлӑхне кӑтартакан, культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштаракан вырӑн та. Кунта округсенчи предприятисемпе фермерсем те хӑйсем туса илнӗ продукципе суту-илӳ тӑваҫҫӗ.
Республикӑри округсем кунта хӑйсен кунӗсене черетпе ирттерсе пыраҫҫӗ. Мартӑн 30-мӗшӗнчен Комсомольски муниципаллӑ округ хӑйӗнпе тӗрлӗ енчен паллаштарать. Унта пыракансене валли Каҫал тӑрӑхӗнче хатӗрлекен, туса кӑларакан продукцие сӗннипе пӗрлех вырӑнти культурӑпа йӑла-йӗркене кӑтартакан анлӑ программа та хатӗрлеҫҫӗ. «Пехет» агромаркета килнисем Комсомольскинчи «Хлебозавод» ООО пӗҫерсе хатӗрлекен ҫӑкӑр-булка, кондитер изделийӗсемпе паллашма, кӑмӑла кайнисене туянма пултараҫҫӗ, «Слава картофелю» агрофирма хӑйсем ҫитӗнтернӗ ҫӗрулмие сӗнет. Унта пыракансем Нӗркеҫ культура ҫурчӗ, Шурут территори уйрӑмӗнчи художество пултарулӑх коллективӗ, Тукайӗнчи «Шурӑмпуҫ» халӑх ансамблӗ тата округри ытти культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ юрӑ-ташӑна пӑхса савӑнаҫҫӗ.
Кунтах пирӗн районта 1930—1950 ҫулсенче тракторпа ӗҫленӗ хӗрарӑмсем ҫинчен каласа паракан сӑнӳкерчӗксемпе историсенчен йӗркеленӗ «Трактористки Комсомольской МТС» выставка ӗҫлет. «Впускаем весну в дом через творчество», «Браслет-макраме», «Вышитый значок-брошь», «Разукрашивание яиц салфетками», «Роспись салфеток в национальном стиле штампиками», «Куклы мотанки — старинные обереги», «Дружба народов» тата ытти мастер-классем иртеҫҫӗ. Округри ӑстаҫӑсем вӗсенче браслетсемпе управҫӑ пуканесем тума, салфеткӑсене илемлетме, купӑста тӳме, сӑра вӗретме тата ытти ӑслайсене те вӗрентеҫҫӗ. Апрелӗн 1-мӗшӗнче, Кулӑш кунӗнче, Кляпа клоун шӳтсемпе савӑнтарнӑ, ачасемпе тӗрлӗ вӑйӑсем ирттернӗ, агромаркета килекенсене хаваслӑх кӳнӗ.
Мероприятисем кашни кунах ирхине 11 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Комсомольски округӗн кунӗсем агромаркетра апрелӗн 5-мӗшӗччен пыраҫҫӗ. Ҫавна май ҫитес кунсенче унта сӗт-ҫу, ҫӑкӑр-булка продукцине, ҫӗрулми туянма май пулӗ. Ҫитсе курма васкӑр!
Юрий Гаврилов.

