Воскресенье, 10 мая

Кандидатурӑна ырланӑ

Кандидатурӑна ырланӑ

Дмитрий Медведев «Единая Россия» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗн должноҫне ЧР Правительство Председателӗн Сергей Артамоновӑн кандидатурине ырласа йышӑннӑ.

Сергей Артамонов партире 2012 ҫултанпа, 2017 ҫултан пуҫласа вӑл «Российское село» партпроектӑн регионти координаторӗ пулса тӑрӑшать.

«Ҫӗнӗ вырӑнта та вӑл «Единая Россия» партин Чӑваш Республикинчи ӗҫне пысӑк тӳпе хывасса, партин федераллӑ тата регионаллӑ проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе нумай ӗҫ тӑвасса шансах тӑратӑп», — уҫнӑ шухӑшне Дмитрий Медведев ЧР премьер-министрӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн. Вӑл ҫавӑн пекех регионӑн аграри потенциалне аталантарса пымалли ҫинчен те каланӑ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *