Аслӑ ҫулти спортсменсем тупӑшрӗҫ

Аслӑ ҫулти спортсменсем тупӑшрӗҫ

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче «За активное долголетие» спартакиадӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ. Ӑна «Спорт России» патшалӑх программипе, «Единая Россия» партин «Старшее поколение» проекчӗпе  килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Спартакиадӑра аслӑ ӑру ҫыннисем дартс тата шывра ишес енӗпе ӑмӑртса пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Чи малтанах пуҫтарӑннисене округӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова тата спорт ветеранӗ Василий Пундяков ӑшшӑн саламларӗҫ. Вӗсем пурне те тивӗҫлӗ кӑтартусем туса мала тухма сунчӗҫ.

Дартс енӗпе Асанкасси территори уйрӑмӗн команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Комсомольски территори уйрӑмӗн спортсменӗсем 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Элпуҫсем.

Ҫак ӑмӑртӑвӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх округри аслӑ ӑру ҫыннисен пӗрлештернӗ командине тӑвӗҫ. Команда апрель уйӑхӗнче Хӗрлӗ Чутай округӗнче иртекен хутӑш эстафетӑра округ чысне хӳтӗлӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *