Пирӗн округра нумай ҫул пурӑнакан ватӑсене юбилей ячӗпе килӗсене пырса чысласси ырӑ йӑла пулса тӑрать. Ҫак кунсенче Хырхӗрри ялӗнче пурӑнакан Зинаида Ивановӑна та йышлӑн пуҫтарӑнса саламланӑ. Вӑл 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. 90 ҫул — паспортра кӑтартнӑ ӳсӗм ҫеҫ мар, ҫыннӑн ӑс-хакӑлне, ҫирӗплӗхне, пуян пурнӑҫ опытне палӑртакан сумлӑ юбилей. Пурнӑҫне чыслӑн та тивӗҫлӗн пурӑнса ирттерсе ҫак ҫула ҫитекенсем чӑннипех те хисепе тивӗҫ.
Юбиляра Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Катиков, «Восток» ЯХПК специалисчӗсем, ҫывӑх ҫыннисем тата тӑванӗсем ҫак сумлӑ уявпа саламласа вӑрӑм ӗмӗр, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал суннӑ, парнесем парса савӑнтарнӑ.
Зинаида Федотовнан пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван ялӗпе ҫыхӑннӑ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтне тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсене лекнӗ. Унӑн мӗн пӗчӗкрен терт-нушине астивме, йывӑр ӗҫре пиҫӗхме тивнӗ. Апла пулин те вӑл пуҫ усмасӑр малалла талпӑннӑ, пӗр ӗҫрен те хӑрамасӑр пурнӑҫа йӗркелесе пынӑ.
Мӑшӑрӗпе вӗсем 5 ача ҫуратса тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗ. Ивановсем килӗштерсе, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса 55 ҫул пӗрле пурӑннӑ. Паянхи кун кинемейӗн савӑнӑҫӗ — ачисемпе 9 мӑнукӗ, 4 мӑнмӑнукӗ. Вӗсем ӑна ӑшӑлӑхпа тата тимлӗхпе хупӑрлаҫҫӗ.
Зинаида Федотовнӑна тата нумай ҫул пурӑнма ырлӑх-сывлӑх, тулли телей сунатпӑр.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

