Воскресенье, 10 мая

1-мӗш класа йышӑнма пуҫлаҫҫӗ

Чӑваш Енре ачасене 1-мӗш класа йышӑнмалли кампани пуҫланать. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.

Заявленисене мартӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗн заявлени ҫырмалла. Ӑна онлайн мелӗпе те, шкула кайса та тума пулать.

Ҫитес вӑхӑтра республикӑра ятарлӑ чат-бот ӗҫлесе каймалла. Унта вара ачасене 1-мӗш класа йышӑнассипе тата ҫуллахи канупа ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫырса уҫӑмлатма май пулӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *