Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтса пырса ҫӗр ӗҫченӗсене ҫураки ҫывхарса пынине систерет. Пирӗн округ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ май, унта пурӑнакансемшӗн ӑна пахалӑхлӑ ирттересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ытларикун округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче иртнӗ агроинженери конференцийӗнче те калаҫу хӗрӳ тапхӑра тивӗҫлӗн хатӗрленсе кирлӗ шайра ирттерсе ярасси пирки пулчӗ.
Ку мероприятие ертсе пынӑ май округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ака-суха ӗҫӗ яваплӑ тапхӑр пулнине, ун умӗн тӗрлӗ шайри специалистсен сӑмахӗсене итлесе пӗр-пӗрин шухӑшне пӗлни, сӗнӳсемпе канашсене шута илни, кӑткӑс ыйтусене пӗрле сӳтсе явни вырӑнлӑ пулнине палӑртрӗ. Конференци ӗҫне округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф. Зейнетдинов хутшӑнчӗ, ертӳҫӗсемпе специалистсен сӑмахӗсене тимлӗ итлесе сӗнӳсене шута илсе пычӗ.
Малтанах округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ М.М.Зайнуллин ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем умӗнче тӑракан тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Кӑҫалхи тырпул никӗсне хывса иртнӗ ҫул округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1798 гектар ҫине кӗр тыррисем акса хӑварнӑ. Вӗсем лайӑх хӗл каҫса малалла аталанасса шанма май пур. Кӑҫал вара 12950 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акмалла. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх 670 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр», техникӑлла культурӑсем 1560 гектар йышӑнмалла. Юр кайса пӗтсенех кӗр тыррисемпе нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарасси, сӳрелесси пуҫланӗ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче ака-суха ӗҫӗсене хутшӑнакан техникӑна юсаса хатӗрлесси пырать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тракторсен техника тӗрӗслевӗ пуҫланнӑ, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене те юсаҫҫӗ.
Удобренисем, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем илсе килесси малалла пырать. Вӑрлӑх хатӗрлес енӗпе кӗркуннех ӗҫлеме пуҫланӑ, ку тӗлӗшпе малалла тӑрӑшаҫҫӗ. «Округри ҫӗр ӗҫченӗсем ытти ҫулсенчи пекех кӑҫал та ҫуракине ирттересси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрасса, мӗн палӑртнине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ акса хӑварасса шанма пулать», — палӑртрӗ Минзаит Зайнуллин. Ҫавӑн пекех хӑйӗн сӑмахӗнче наркӑмӑшлӑ имҫамсемпе ӗҫленӗ чухне утарҫӑсен пыл хурчӗсене сиенлесрен асӑрханмаллине, кӑҫал та сиенлӗ пултӑранпа кӗрешес енӗпе ӗҫлемеллине асӑнса хӑварчӗ. ,ҫ вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмаллине, вут-кӑвар тухасран сыхланмаллине аса илтерчӗ.
Конференцире Россельхознадзор управленийӗн Чӑваш Республикинчи тата Ульяновск облаҫӗнчи ҫӗр надзор уйрӑмӗн патшалӑх инспекторӗ Ю.А. Матвеев ҫӗрсемпе тухӑҫлӑ усӑ курас ыйтусене хускатрӗ. Ку тӗлӗшпе округра лару-тӑру ӑнӑҫлӑ пулнине палӑртрӗ. Ҫак управленин ӳсен-тӑран карантинӗ енӗпе ӗҫлекен патшалӑх аслӑ инспекторӗ Н.Н.Спесивцева та сӑмах илчӗ. Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн директорӗ, ял хуҫалӑх наукисен кандидачӗ А.А.Фадеев пирӗн тӑрӑхра тырпулӑн хӑш сорчӗсене акни тухӑҫ ытларах илме май пани ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Сортсене суйласа илнӗ чухне тухӑҫлӑхне шута илнипе пӗрлех тырӑ пахалӑхӗ ҫине те тимлӗх уйӑрмалли ҫинчен каларӗ. Асӑннӑ институтра пирӗн тӑрӑхра, кунти климат условийӗсенче 315 тӗрлӗ сорт хӑйсене мӗнле кӑтартнине акса, сӑнаса тӑраҫҫӗ. «Россельхозцентр» ФГБУн пирӗн округри филиалӗн начальникӗ Н.М.Чернова ял хуҫалӑх предприятийӗсенче кӑҫал акмалли вӑрлӑх шайӗпе паллаштарчӗ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем валли техника, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем, вӑрлӑхсем, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем сутакан «Агроснаб», «Шелково Агрохим», «Техагро» тата ытти организацисемпе фирмӑсен представителӗсем хӑйсен патӗнче туянма май пур продукци ҫинчен каласа пачӗҫ. Паянхи кун ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫсене пурнӑҫлама электронлӑ техника та нумай пулӑшать. Конференцире ку енӗпе усӑ куракан дронсемпе автопилот хатӗрӗсем пирки те сӑмах пулчӗ.
Агропромышленноҫ ветеранӗсен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ, районта нумай ҫул ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп агрономӗнче тӑрӑшнӑ И.Х.Миннетуллин ака-суха ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра, пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшмалли ҫинчен каларӗ. «Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать», текен ваттисен каларӑшӗ ахальтен ҫуралманнине, унӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. Ҫавӑнпа та уй-хир тухӑҫлӑхӗ ҫуркунне ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫланинчен нумай килнине ҫирӗплетрӗ.
Юрий Михайлов.

