Чечек акрӑмӑр

Пирӗн шкула хирӗҫ хӑйнеевӗр сад пур. Вӑл улма-ҫырла йывӑҫҫисем ӳсекен ахаль вырӑн мар. Сада Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн фронтовик-ҫӗнтерӳҫӗсен пуҫарӑвӗпе тунӑ. Кашни улмуҫҫие ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман вӑл е ку салтака асӑнса лартнӑ. Садра тата икӗ палӑк пур — паллӑ мар салтака тата бандитсемпе ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ милиционерсене асӑнса лартнӑскерсем.

Эпир ачасемпе ҫак садра клумбӑсем тума шутларӑмӑр. Ҫак кунсенче хамӑрӑн тӗллев патне пӗрремӗш утӑмсем турӑмӑр. Уроксем хыҫҫӑн пуҫтарӑнса 7 тӗрлӗ чечек вӑрри акрӑмӑр. ,ҫленӗ хушӑра пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен чечексем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑни, вӗсене мӗнле пӑхмалли ҫинчен пӗлтӗмӗр. Эпир темиҫе командӑна пайланса конкурс тума шут тытрӑмӑр% камӑн калчисем чи ҫирӗпписем пулӗҫ тата камӑн клумби чи илемли пулса тухӗ. Чечек акма пире питӗ килӗшрӗ. Эпир чӑн-чӑн агрономсем пекех ӗҫлерӗмӗр. Халӗ кашни ир пирӗн чечексем мӗнле ҫитӗннине сӑнӑпӑр.

Дарина Павлова.

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *