Хӗрарӑмсем валли – конкурс

Ялта пурӑнакан хӗрарӑмсем хушшинче пултаруллисем сахал мар. Вӗсенчен уйрӑмах хастаррисене палӑртас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Ен пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри «Женщины в АПК» конкурсӑн регионти тапхӑрне ирттерет.

Муниципалитетсенче вӑл мартӑн 17—31-мӗшӗсенче, республикӑра апрелӗн 1—30-мӗшӗсенче пулать. Ҫӗнтерӳҫӗсене июлӗн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Республика ҫӗнтерӳҫисем Пӗтӗм Раҫҫейри финалти конкурссене хутшӑнаҫҫӗ.

Конкурс 4 номинаципе иртет: «Превосходящая звезда», «Суперженщина», «Кто, если не я», «Есть женщины в русских селеньях».

Конкурс тӗллевӗ ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, ял халӑхӗн пурнӑҫне лайӑхлатмалли пуҫарусем тӑвакан, ӗҫре палӑрса тӑракан, пысӑк ҫитӗнӳллӗ хӗрарӑмсене, хӗрарӑм-ертӳҫӗсене тупса палӑртасси, хавхалантарасси пулса тӑрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *