Апрелӗн 20—24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре федераци шайӗнчи «СВОй бизнес» вӗренӳ программи пурнӑҫа кӗрет. Ку вӑл — ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем тата вӗсен ҫемйисем валли малалла утӑм тума пулӑшакан тӳлевсӗр интенсив. Вӑл хӑйсен ӗҫне уҫас е ӑна ҫӳллӗрех шая кӑларас текенсем валли уйрӑмах интереслӗ пулӗ.
5 кун хушшинче программӑна хутшӑнакансем бизнес ҫинчен ытларах пӗлӗҫ, патшалӑх паянхи кун мӗнле пулӑшу панипе тӗплӗнрех паллашӗҫ, хӑйсен бизнес-планне те тума пултарӗҫ. Экспертсемпе наставниксем пуҫри шухӑшсене проект евӗр йӗркелеме пулӑшӗҫ.
Ҫак программа пирӗн нумай ентеше хӑйсен ӗҫне уҫма пулӑшнӑ «СВОи в бизнесе» пуҫарӑвӑн тӑсӑмӗ пулса тӑрать. Унта хутшӑнас текенсен мсп.рф сайт урлӑ заявка тӑратмалла.

