Воскресенье, 10 мая

Тӗп тема – ачасен пуласлӑхӗ

Тӗп тема – ачасен пуласлӑхӗ

Мартӑн 25-мӗшӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата  унӑн команди Чулхулара иртнӗ «Единая Россия» — «Есть результат!» форума хутшӑннӑ. Тӗп тема — ачасем тата ҫамрӑксем.

 «Тӗп тимлӗхре — ачасем тата ҫамрӑксем. Маларах вара республикӑра партин Халӑх программине пӗтӗмлетрӗмӗр. Халӑх программинче — ҫынсем ялсемпе хуласенче ырӑ улшӑну пуласса кӗтекен йышӑнусем. Вӗсем пурте Халӑх программине кӗччӗр тесе  вӗсене федераллӑ площадкӑна тӑрататпӑр.  «Единая Россия» — «Есть результат!» форум конкретлӑ йышӑнусемпе тата халӑх валли тӑвакан ырӑ улшӑнусемпе ҫыхӑннӑ. Тӗп тема — ачасен малашлӑхӗ, Халӑх программине кӗрекен  «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн вӗсен потенциалне, талантне аталантарма  пулӑшасси. Ку тӗлӗшпе Чӑваш Енӗн курӑмлӑ кӑтартусем пур. Иртнӗ ҫул 3,3 пин ача  виҫӗ ҫӗнӗ шкулта вӗренме тытӑнчӗ. Шкулсене тӗпрен юсас, вӗсенче ку чухнехи вӗрентӳ условийӗ пултӑр тесе тимлетпӗр. Ачасемшӗн уйрӑлми тата пӗтӗмӗшле система — «ача сачӗ — шкул — вӗрентӳ — предприяти» —  туса хутӑмӑр. Республикӑри ача сачӗсенче 130 ытла агролаборатори ӗҫлет. Вӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсем шефа илнӗ. Ҫакӑ ҫамрӑклах кадрсем хатӗрлеме май парать. Шкулсенче  ачасене аталантармалли  тӗрлӗ формата вӑйлататпӑр.  Пирӗн мӗнпур йышӑну ҫынсен ыйтӑвӗсемпе сӗнӗвӗсенчен тӑрать. Вӗсем республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармалли Комплекслӑ программӑн шӑнӑрӗ, ҫав вӑхӑтрах «Единая Россия»  партин Халӑх программин шутӗнче. Халӑхпа курнӑҫса, калаҫса ӗҫлесессӗн ҫеҫ йышӑнусем тума май пур. Ҫаксем республикӑна малалла аталантараҫҫӗ», — палӑртнӑ хӑйӗн шухӑшне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *