Мартӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов Патшалӑх Канашне Правительствӑн 2025 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Чи малтанах вӑл пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн, конструктивлӑ сӗнӳсем панӑшӑн депутатсене тав тунӑ.
«2025 ҫулхи пӗтӗм ӗҫе РФ Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене тӗпе хурса, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев лартнӑ ыйтусене шута илсе пурнӑҫланӑ. Пуҫламӑшӗ пур, ресурссем хатӗр, ӑҫталла утмалли паллӑ — Правительство шӑпах ҫакна тӗпе хурса малаллахи ӗҫсене палӑртать», — тенӗ Сергей Артамонов.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси тӗпре пулнине асӑннӑ премьер-министр. Ҫак тӗллевпе пӗлтӗр 10,7 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. 2024 ҫулхинчен 3 хут пысӑкрах. Пулӑшу мерисен шучӗ 50 яхӑн, 37-шӗ регион шайӗнче. Кӑҫал ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем пулӑшӑва электрон майпа илме пултарӗҫ.
2025 ҫулта Чӑваш Ене килекен туристсен йышӗ 17 процент чухлӗ ӳснӗ. «Ярко в Чувашии» портал вӑя кӗни те ҫакӑн ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ. Унпа пӗрлех Чӑваш Ен экологи тӗлӗшӗнчен чи ӑнӑҫлӑ 10 регион шутӗнче пулнине те палӑртма кӑмӑллӑ. 2025 ҫулта Канаш округӗнче ҫӳп-ҫапа уйӑракан комплекс ӗҫлеме тытӑннӑ, кӑҫал Патӑрьел, Муркаш округӗсенче комплекссем хута каймалла.
Пӗлтӗр регионта ача кӗтекен студентсене тӳлев парасси, ҫамрӑк ҫемьесене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси пурнӑҫа кӗнӗ. Ҫавна май республикӑра ҫемьен нумай функциллӗ центрӗсем уҫӑлнӑ.
С.Г.Артамонов республикӑра спорт инфраструктури аталаннине палӑртса хӑварнӑ. Культура ҫурчӗсем ҫӗклесси тата юсаса ҫӗнетесси малалла пурнӑҫланӗ. Республикӑра «Чӑваш Республикин массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята ҫирӗплетме йышӑннӑ. «Чӑваш Енре пичет сӑмахне хаклаҫҫӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене пулӑшас ӗҫ малалла пурнӑҫланӗ. Округсен хаҫачӗсенче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине пысӑклатма палӑртатпӑр», — тенӗ премьер-министр.
«Эпир паян калани пӗтӗмпех — пурте пӗрле ӗҫленин кӑтартӑвӗ», — пӗтӗмлетнӗ хӑйӗн сӑмахне Сергей Артамонов.

