Воскресенье, 10 мая

Техника юсавлӑ та хатӗр пултӑр

Техника юсавлӑ та хатӗр пултӑр

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пырать. Пысӑк юр куписем те куҫ умӗнчех чакаҫҫӗ. Кӗҫех хирсем те «ыйхӑран» вӑранӗҫ. Ҫӗр ӗҫченӗшӗн хӗрӳ вӑхӑтсем пуҫланасси те аякра мар. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫитес ҫуракине хатӗрленес ӗҫсем пуҫланнӑ ӗнтӗ. Механизаторсем халӗ пикенсех хӑйсене шанса панӑ тракторсене техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑларма хатӗрлеҫҫӗ.

Мартӑн 23-мӗшӗнче «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче ӗҫлекен механизаторсем тракторӗсене тӗрӗслеве тӑратрӗҫ. Техника тӗрӗслевӗ округра темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫак хуҫалӑхсенчен пуҫланать. Ку ахальтен мар. Вӗсенче техника ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тракторсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттернипе пӗрлех вӗсен управлӑхӗ ҫинчен те манмаҫҫӗ. Машинӑпа техника паркне те май килнӗ таран ҫӗнетеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра анчах хӑватлӑ икӗ ҫӗнӗ трактор туяннӑ. Агротехника ӗҫӗсене пурнӑҫлама та кӑкарса ӗҫлемелли ҫӗнӗ йышши агрегатсемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Кӑҫал агрофирмӑсен (Комсомольски, Елчӗк, Канаш уйрӑмӗсем) 5 пин гектар ҫӗр ҫинче тӗрлӗ ӗҫсем тумалла. 700 гектар ытла лаптӑк ҫинчи кӗр тыррисене апатлантарса сӳрелемелле. Ҫуракинче 1980 гектар кӗрхи тулӑ, 675 гектар пӑрҫа, 870 гектар горчица акса хӑвармалла. Вӗсемсӗр пуҫне 600 гектар ҫине ҫӗрулми лартмалла. Пахча ҫимӗҫ те акма-лартма палӑртнӑ. Пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ сахал мар.

Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ Н.А.Райков кашни тракторӑн ҫутатакан, пӑрӑнни ҫинчен асӑрхаттаракан, сас паракан тата ытти пайсен юсавлӑхне тӗрӗслерӗ. Унпа пӗрлех аптечка, огнетушитель пуррине те пӑхрӗ. Тупса палӑртнӑ пӗчӗк кӑлтӑксене механизаторсем ҫийӗнчех тӳрлетрӗҫ.

Агрофирмӑра 43 техника тӗрӗслев витӗр тухрӗ. Вӗсем хушшинче хамӑр тата ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ хӑватлӑ тракторсемпе прицепсем те, погрузчиксем те пулчӗҫ. Кунти  инженерипе техника специалисчӗсем З.Р.Салеевпа Е.А.Козин тата механизаторсем ҫирӗплетсе панӑ «хурҫӑ утсене» лайӑх хатӗрленине палӑртмалла. Чӑваш республикинчи Патшалӑх техника надзор инспекцийӗ «Экономика данных» наци проектне анлӑн ӗҫе кӗртме тӑрӑшать. Ку проект документсемпе ӗҫлессине ансатлатать. Ҫавна май  вырӑнтах ятарлӑ хатӗрсемпе усӑ курса техника тӗрӗслевӗ тухнине ӗнентерекен 18 талон пачӗҫ.

Техника тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн кӗске канашлу иртрӗ. Унта ӗҫ вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине пӑхса тухрӗҫ. Агрофирмӑсен уйӗсем тӗрлӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа та механизаторсен аслӑ ҫул ҫине те пӗрре мар тухма тивет. Кун пек чухне уйрӑмах тимлӗ пулмалла. «Слава картофелю» агрофирма генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин та, исполнителлӗ директорӗ Р.Х.                          Идиатуллин та механизаторсене ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенче тухӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗҫ.

«Слава картофелю»  тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсем уй-хиртен тухӑҫлӑ тырпул, ҫӗрулми туса илес енӗпе округра ҫеҫ мар, республика шайӗнче те палӑраҫҫӗ. Тракторсемпе ытти агрегатсем мӗнле ӗҫлени ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе хӑвӑртлӑхӗ ҫине пысӑк витӗм кӳрет. Техника тӗрӗслевне тӑратнӑ тракторсем ҫине пӑхсан ку предприятисем кӑҫал та ака-суха ӗҫӗсене пысӑк пахалӑхпа ирттересси, пур агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫласси пирки иккӗленӳ ҫук.

«Палӑртнӑ ӗҫсене яланхи пекех вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама пур майсем те ҫителӗклӗ. Техника юсавлӑ, механизаторсен ӗҫлес хавхаланӑвӗ пур», — палӑртрӗ кӗскен «Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Ю.Н.Емельянов.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *