Ташши-ташши, ял ачисен ташши

Ташши-ташши, ял ачисен ташши

Пур пысӑк юханшыв та пӗчӗк ҫӑлкуҫсенчен пуҫланать. Ҫынри пултарулӑх та мӗн пӗчӗкрен тытӑнать, майпен аталанса пырать. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствисен шкулӗ ҫакна шута илсе ҫулсеренех округри ачасен «Сельский перепляс» хореографи творчествин  конкурсне ирттерессине йӑлана кӗртнӗ. Кӑҫал та вӑл Комсомольскинчи культура ҫуртне юрра-ташша юратакан чылай ачана пуҫтарнӑ. Ҫак кун 3 ҫулти ачасенчен пуҫласа 15 ҫула ҫитичченхисем сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.

Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуҫтарӑннисене саламланӑ май, ҫамрӑк артистсене творчествӑлла ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Чылайӑшӗшӗн ку конкурс творчествӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухмалли пӗрремӗш утӑм пулнине палӑртнӑ.

Сцена ҫине тухакансен пултарулӑхне сумлӑ жюри Т.Е.Иванова, Т.В.Макарова, Г.М.Перьев сӑнаса, тӗрлӗ енчен  тишкерсе хак панӑ.

Чӑваш, тутар, вырӑс тата ытти халӑхсен кӗвви-ҫеммисемпе ачасем ташӑсем кӑтартнӑ, кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӗвӗн ҫулталӑкӗсем пулнӑ май ку мероприяти уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫамрӑк артистсем хусканусем урлӑ халӑхсен йӑли-йӗркин, тумӗсен, культурин сӗмне  кӑтартма тӑрӑшнӑ. Кашни ташӑ, тумтир хӑйнеевӗрлӗхӗ, ачасем сцена ҫинче тытма пӗлни… Жюри членӗсене чи пултаруллисене палӑртма та ҫӑмӑл пулман.

Бал ташшисен конкурсӗнче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 9-мӗш кадет класӗ кӑтартнӑ вальс Гран-прие тивӗҫнӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи  6 «к» тата 8 «к» классенче вӗренекенсем пӗрремӗш степеньлӗ, ҫак шкулти 7 «к» класра вӗренекенсем иккӗмӗш степеньлӗ, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи 6 «к» класра тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 5 «к» класра вӗренекенсем  виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ.

Халӑх ташшисене  стильлесе кӑтартакан конкурса ансамбльсем те, уйрӑм ташӑҫӑсем те хутшӑннӑ. «Рябинушка» ача садӗнчи «Задоринка» ушкӑн «Калинка» ташӑпа, искусствӑсен шкулӗ ҫумӗнчи «Островок» хореографи ансамблӗ «Дуняши» тата «Цыганский танец», Екатерина Копташкина «Моя Чувашия» ташӑсемпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «Радуга» ача садӗнчи «Восходящие звездочки» ушкӑн «Русская лирическая» ташӑпа, Ева Вершкова «Эпиппе» ташӑпа, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Первые» ушкӑнри Богдан Ильинпа Дарья Павлова «Казачий танец» ташӑпа иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Туслӑх» ушкӑн ташшине, «Рябинушка» ача садӗнчи «Забавушки» ушкӑнӑн «Заиграй, моя тальянка» ташшине  жюри 3-мӗш степеньлӗ дипломпа хакланӑ.

Эстрада ташшисен конкурсӗ те пурин кӑмӑлне те тыткӑнламалла иртнӗ. «Рябинушка» ача садӗнчи «Ромашка» ушкӑн «Стоят девчонки, стоят в сторонке» ташӑшӑн, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи «Добрянка» ансамбль «Светофор» ташӑшӑн, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи «Радуга» ансамбль «Маша и медведь» ташӑшӑн, искусствӑсен шкулӗ ҫумӗнчи «Мирас» ачасен хореографи ансамблӗ «Замана балалары» ташӑшӑн, Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи «Росинка» ташӑ ушкӑнӗ «Раскудрявый, синеглазый» ташӑшӑн пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи «Балачак» ансамбль  «Туган як» ташӑпа иккӗмӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи «Радость» ансамбль «Я рисую солнце» ташӑпа, «Фламенко» ансамбль испани ташшипе виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. Эстрадӑн пӗчӗк формӑллӑ ташшисемпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи «Илем», Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Звездочка», Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи «Солнышко» тата «Фламенко» ушкӑнсемпе ансамбльсем  — виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреатсем.

Патриотла ташӑсемпе «Радуга» ача сачӗн  «Искорки» ушкӑнӗ «Танец джигитов» ташӑпа тата «Магия шагов» ушкӑнӗ «Вперед, Россия» ташӑпа 1-мӗш тата 2-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Ача-пӑча ташшисен конкурсӗнче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи «Росинка» ташӑ ушкӑнӗ «Иван Купала», «Радуга» ача сачӗн «Солнышко» ушкӑнӗ «Необычный оркестр» номерсемпе палӑрнӑ, пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.

Уйрӑмах «Халӑх ташши» номинаципе номерсем кӑтартакансем чылай пулнӑ. Кунта искусствӑсен шкулӗн «Островок» хореографи ансамблӗ чи пултарулли пулнӑ. Вӗсем «Ах, гармошка, заиграй-ка», «Доярочки, подруженьки», «Аварский девичий танец» номерсемпе пӗрремӗш степеньлӗ диплом хуҫисем пулса тӑнӑ. «Лейсан» ача сачӗн «Лейсан» ансамблӗ, Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи «Росинка» ташӑ ушкӑнӗ, искусствӑсен шкулӗ ҫумӗнчи «Дуслык» ача-пӑча фольклор ансамблӗ тутар ташшине кӑтартса, «Мирас» ансамбль «Кичке бию» ташӑпа иккӗмӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. Пӗчӗк форма, соло, дуэт номинацисемпе искусствӑсен шкулӗ ҫумӗнчи  «Островок» ансамбльти С.Семенова, А.Шайдуллина, Л.Текмеева, М.Яковлева «Подружки» тутар ташшине, Аслӑ Чурачӑкри  «Тевет» ача-пӑча фольклор ансамблӗ вырӑс ташшине, Самира Тукаевӑпа Лейсан Зайнуллина «Плясунья» тата «Мамин подарок» тутар ташшисене кӑтартса пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ята тивӗҫнӗ. «Колосок» ача садӗнчи «Колосок» ансамбль, «Радуга» ача садӗнчи «Звездочки» ушкӑн, Тукай Мишер вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Ак калфак», «Рябинки» дуэтсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Йӑла ташши» номинацире Асанкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ушкӑн палӑрнӑ.

Ачасемпе ӗҫлесе вӗсене сцена ҫине кӑларас енӗпе Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗнчи Т.Е.Иванова, Т.В. Макарова, И.Х.Зиатдинова, Р.М.Минуллова, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи О.А.Ефремова, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Т.В.Долгова, Е.Г.Ильина, Л.В.Хораськина, Л.П.Абрамова, И.Н.Анисимова, «Рябинушка» ача садӗнчи М.Л.Михеева, Н.В.Ковшова, Т.А.Шеверова, И.А.Андреева, Э.Ф.Акшова, А.А.Никифорова, «Радуга» ача садӗнчи Т.А.Саванина, А.П.Боровкова, А.З.Кислякова, А.А.Матроскина, Р.Н.Петрова, Н.С.Шарипов, «Колосок» ача садӗнчи З.С.Низамова, «Лейсан» ача садӗнчи И.М.Акшова, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи В.А.Филиппова, А.Г.Афанасьева, Т.А.Полякова,  Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи А.Н. Зарифзянова, З.А.Зарипова, Ч.Н.Багаутдинова, А.Н.Миннетуллина, З.М.Гибатдинова,  Ч.К.Шайдуллина, Г.Х.Зинетуллина, Г.Г.Багаутдинова, Г.Р.Ибрагимова, Д.Г.Ямалтдинова, З.Х. Минсафинова, Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи Т.М.Васильева, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи О.С.Любимова, В.А.Васильева, Асанкасси культура ҫуртӗнчи  О.Н.Копташкина преподавательсем, воспитательсем нумай тӑрӑшнӑ.

Юрий Гаврилов  хатӗрленӗ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *