Педагогсен династийӗ – 330 ҫул ытла

Педагогсен династийӗ – 330 ҫул ытла

Пирӗн педагогсен династийӗ 1943 ҫулта асаннен йӑмӑкӗнчен Таисия Давыдовна Казаковаран (Акчурина) пуҫланса кайнӑ. Вӑл 1922 ҫулта Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралнӑ, ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫемье йывӑр пурнӑҫпа пурӑннӑ, выҫлӑхне те, сивве те чӑтса ирттернӗ. Ҫурчӗ пушарта ҫунса кайсан пӗр хушӑ кӳршисем, тӑванӗсем патӗнче пурӑннӑ. Ҫапах йывӑрлӑхсем ҫемьене ҫапса хуҫайман, пиҫӗхтернӗ, ҫирӗплетнӗ ҫеҫ.  Таисия хӑйӗн тантӑшӗсемпе пӗрле ялти шкула пӗтернӗ. Унтан учитель пулас ӗмӗтпе 16 ҫулти хӗр Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Кашни кун 40 ҫухрӑма яхӑн парӑнтарса хӗлле те, кӗрлӗ-ҫурлӑ та вӗренме ҫӳренӗ.

1943 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Таисия Давыдовна пӗрремӗш хут кӳршӗ Хирти Выҫли ялӗнчи шкула килсе кӗнӗ, кӗҫӗн классен учителӗнче ӗҫлеме пикеннӗ. Унӑн ӗҫ кӗнекинче икӗ хутчен ҫырса хуни ҫеҫ пур: «Учителе ӗҫе илнӗ» тата «Пенси ҫулне ҫитнӗрен хӑй ирӗкӗпе ӗҫе пӑрахнӑ» тенисем. Педагогика стажӗ — 43 ҫул. Мӑшӑрӗпе вӗсем пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. 

Таисия Давыдовна питӗ активлӑ пулнӑ, йӑлтах пӗлме тӑрӑшнӑ, ялти клубӑн сцени ҫине те час-часах тухнӑ. Вӑл спектакльсенче вылянӑ, такмак каласа юрланӑ. Хӑйӗн профессине питӗ юратнӑран ачасен коллективне пӗрлештерес, шкула аталантарса пырас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл ӗҫленӗ чухне шкулта тӗрлӗ кружоксем уҫӑлнӑ, ҫав шутра талантлӑ педагог хӑй те театр кружокне ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех Таисия Давыдовна обществӑлла ӗҫре те хастар пулнӑ, халӑх умӗнче лекцисем вуланӑ, «ветерансен каҫӗсем» валли сценарисем ҫырнӑ. Вӑл вӗрентнӗ ачасем учитель тӗллев патне ӑнтӑлаканскер, чунӗпе ӗҫе парӑннӑскер, яланах шыравра, питӗ нумай пӗлекен, ырӑ канашсемпе пулӑшакан тата питӗ лайӑх оратор пулнине аса илеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ ята та тивӗҫнӗ.

Таисия Давыдовнан тӗслӗхне ӑша хывса ӳссе унӑн аппӑшӗн ачисем те педагог профессине суйланӑ. Сӑмах манӑн аттен пиччӗшӗ Виссарион Семенович Андреев тата йӑмӑкӗ Валентина Семеновна Лисина (Андреева) ҫинчен.

Манӑн аттен ҫемйинче виҫӗ ача пулнӑ: Виссарион, Василий (атте) тата Валентина. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫемьен пурнӑҫне «малтанхи» тата «кайранхи» ҫине пайланӑ. Лидия Давыдовнан аслӑ ывӑлӗ 6 ҫулта, атте вара иккӗре ҫеҫ пулнӑ. Асанне асаттене 1942 ҫулта фронта ӑсатса янӑ. Валя аппа вара шӑпах ҫак ҫул ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫапла хӗрӗ ашшӗне нихӑҫан та курман. Ҫак ҫулхинех Днепр патӗнчи ҫапӑҫусенче асатте хыпарсӑр ҫухалнӑ. Асанне вара ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех (вӑл 94 ҫулта пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ) кӗтсе пурӑннӑ. «Вӑт аслаҫу килет те мана паллаймасть те пуль, улшӑнтӑм эп, ватӑлтӑм», — тетчӗ вӑл пире. Асанне час-часах ял хӗррине тухса аякка тинкеретчӗ, салтак фронтран таврӑнни курӑнмасть-и тесе ҫула сӑнатчӗ. Ҫитӗнсен ҫеҫ ӑна мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланма пуҫларӑм.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем Андреевсен ҫемйишӗн питӗ йывӑр пулнӑ. Асанне пӗчченех виҫӗ ачана ӳстернӗ. Шӑпа пӳрнӗ пӗтӗм йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр вӑл ачисене вӗрентсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма пултарнӑ. 1956 ҫулта унӑн аслӑ ывӑлӗ Виссарион Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтерсе диплом илнӗ. Ҫамрӑк учитель физикӑпа математика предмечӗсене вӗрентме Тутар Республикинчи Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулне ӗҫе кӗнӗ. Унта шӑпи ӑна пулас мӑшӑрӗпе Валентина Васильевна Андреевӑпа паллаштарнӑ. Ҫамрӑк учительница биологи тата географи предмечӗсене вӗрентнӗ. Ҫапла педагогсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ. 1960 ҫулта ҫамрӑк ҫемье тӑван тӑрӑха Комсомольски районне куҫса килме шут тытнӑ. Пӗрремӗш ҫулхине Виссарион Семенович Комсомольски РОНОвӗн методкабинет заведующийӗнче тӑрӑшнӑ, унтан ӑна Урмаел вӑтам шкулне завуча лартнӑ. 1962 ҫулхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен вӑл Комсомольски вӑтам шкулӗнче физика учителӗнче вӑй хума пикеннӗ. Шӑпах унта унӑн мӑшӑрӗ те ачасене пӗлӳ панӑ. Вӗсем пӗрле килӗштерсе пурӑнса «ылтӑн туйне» те паллӑ тунӑ, икӗ ывӑл ҫуратса   ӳстернӗ. Вӗсенчен пӗри генерал-полковнике ҫитнӗ.

Тетен выпускникӗсемпе тӗл пулсан  вӗсем яланах ӑна ӑшшӑн аса илеҫҫӗ, «Урока вӑл класс журналӗпе тата пурӑ катӑкӗпе ҫеҫ пыратчӗ», — тесе каласа параҫҫӗ. Вӑл физика предметне питӗ лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та кашни урокӗ ҫӑмӑллӑн  иртнӗ. Виссарион Семеновичӑн педагогикӑри стажӗ — 43 ҫул. Унӑн наградисем: «Ӗҫ ветеранӗ» медаль, РОНОн, Комсомольски район администрацийӗн, ЧАССР Ҫутӗҫ министерствин Хисеп грамотисем. Хисеплӗ учитель — РСФСР Халӑх ҫутӗҫ отличникӗ те.

Малалла вара манӑн ачалӑхри асамҫӑ — Валя аппа ҫинчен каласа парас килет. Вӑл пирӗн пата килсе кайни кашнинчех чӑн-чӑн юмах пекчӗ! Ӑна эпир яланах чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Вӑл пире кӗнекесем парнелетчӗ, вулама вӗрентетчӗ. Хаваслӑ, ырӑ кӑмӑллӑскер пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пултаратчӗ. Вӑл ачалӑхра каласа панӑ юмахсене эпӗ халӗ те ас тӑватӑп. Мӗнле тутлӑ варенисем пӗҫеретчӗ тата вӑл! Кӑмпана та эпир пӗрле ҫӳреттӗмӗр. Ҫаксем пурте — ачалӑхри чи ӑшӑ асаилӳсем. Шӑпах Валя аппа эпӗ учитель пулма шут тытни ҫине витӗм кӳнӗ те пуль тесе шутлатӑп.

Валентина Семеновна Лисина (Андреева) 1942 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралнӑ, Комсомольски ялӗнче пурӑнать. Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Йӳҫ Шӑхаль шкулне кӗҫӗн классене вӗрентме килсе ҫитнӗ. Ачасем ӑна пӗрремӗш кунранах килӗштернӗ. Ҫитӗнсен те ҫак ачасем хӑйсен пӗрремӗш учительниципе ҫыхӑнӑва татман% ҫырусем ҫырнӑ, открыткӑсем янӑ. Хӑйӗн выпускникӗсен хӑш-пӗр ҫырӑвӗсене Валя аппа халӗ те упрать, хӑш чухне вӗсене кӑларса ҫӗнӗрен вулать. Каярах вӑл Комсомольскинчи «Солнышко» ача садне куҫса воспитательте ӗҫлеме пуҫланӑ. 1990 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Валентина Семеновна нумай ҫул ача сачӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ, мӑшӑрӗпе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Унӑн педагогикӑри стажӗ — 35 ҫул. Наградисем% «,ҫ ветеранӗ» медаль, РОНОн, Комсомольски район администрацийӗн, ЧАССР Ҫутӗҫ министерствин Хисеп грамотисем, «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑ. Валентина Семеновна —РСФСР Халӑх ҫутӗҫ отличникӗ. 

Пирӗн йӑхра тата та педагогсем пулнӑ. Вӗсем атте енчи виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑвансем%

— вырӑс чӗлхипе литература учителӗ Александра Дмитриевна Соловьева (Соколова). Александра Дмитриевна — РСФСР Халӑх ҫутӗҫ отличникӗ, унӑн педагогикӑри стажӗ — 40 ҫул;

— Клавдия Владимировна Жестянкина (Акчурина). Вӑл Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче нумай ҫул ӗҫлесе ахаль учительтен шкул директорне ҫитнӗ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнӗ;

— Лидия Фадеевна Акчурина (Андреева), Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литература учителӗ. Вӑл — пилӗк ача амӑшӗ, унӑн педагогикӑри стажӗ — 40 ҫул.

Мӑшӑрпа Василий Григорьевичпа пӗрле эпир икӗ хӗр — Виктория тата Екатерина — ҫуратса ӳстертӗмӗр. Вӗсем те пирӗн учительсен династине тӑсни питӗ савӑнтарать.

Виктория Белинова (Антонова) И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ хыҫҫӑн лингвист-куҫаруҫӑ специальноҫне алла илчӗ. 2013 ҫулта Шупашкарти 63-мӗш шкулта ачасене акӑлчан чӗлхи вӗрентме пикенчӗ. Паянхи кун Шупашкарти «Small talk» центрта акӑлчан чӗлхи учителӗнче ӗҫлет. Унӑн педагогикӑри стажӗ — 10 ҫул. Белиновсен ҫемйинче икӗ хӗр — Кира тата Валерия — ҫитӗнет.

Кӗҫӗнни Екатерина И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне пӗтернӗ. Вӑл педагогикӑри стажне Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче технологи тата ИЗО учителӗнче ӗҫлесе пуҫларӗ, нумай ҫитӗнӳ турӗ. «Ҫулталӑк учителӗ — 2016» конкурсра муниципалитет шайӗнче ҫӗнтерсе республика тапхӑрне те хутшӑнчӗ. Унӑн педагогикӑри стажӗ — 7 ҫул. Хальхи вӑхӑтра Екатерина килте ачапа ларать. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем икӗ ача ҫитӗнтереҫҫӗ.

2023 ҫулта  — Педагогпа наставник ҫулталӑкӗнче — ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров пирӗн династин ӗҫне пысӑк хак парса Тав ҫырӑвӗпе те чысланӑччӗ. Миҫере-ха пирӗн учительсен династийӗ; Пӗтӗмӗшле 330 ҫул ытла! Педагогсен 4 ӑрӑвӗ! Шанатӑп, малашне те пирӗн учительсен династине малалла тӑсакансем пулӗҫ.

Светлана АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *