Воскресенье, 10 мая

Пасар территорине хӑтлӑлатӗҫ

Пасар территорине хӑтлӑлатӗҫ

Кӑҫал Комсомольскинчи «Таныш» пасар умӗнчи лапама «Пурнӑҫ инфраструктури» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ йӗркелесси» федераллӑ программипе килӗшӳллӗн хӑтлӑх кӳме палӑртнӑ.

Ҫак вырӑн округра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Кунта кашни ытларикунпа кӗҫнерникун халӑх пасара пуҫтарӑнать.

Хӑтлӑх кӳмелли проекта хатӗрленӗ чухне округра пурӑнакансен тата экспертсен шухӑшӗсене тӗпе хунӑ. Ҫапла ун тӑрӑх ҫуран ҫӳрекенсен меллӗ зонисене йӗркелӗҫ, вӗсене ешӗллетсе илемлетӗҫ, территорие брусчатка тата асфальт сарӗҫ, урамри ҫутӑсем вырнаҫтарӗҫ. ,ҫсене май уйӑхӗнче пуҫлама палӑртнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *