Воскресенье, 10 мая

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ

Хаҫат вулакансемпе, ялкорсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. 1970 ҫулта ҫеҫ редакцие 2500 ытла ҫыру килнӗ. Ҫынсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем пирки пӗлтернӗ, вӑл е ку ҫитменлӗхе пӗтерни ҫинчен хуравланӑ. Ялти корреспондентсем заметкӑсемпе статьясем ярса панӑ. Р.Моисеев, А.Артюшкин, Г.Пыркин, Е.Иванов, Н.Квасов, Б.Кокорев, А.Тихонова, А.Шатилов, В.Бахматова,  А.Агафонов,          А.Ежергина, А.Тарасов, А.Васильев, В.Воронков, Г.Алексеева, Х.Миннетуллин, Улатӑрта пурӑнакан А.Краснов тата нумай-нумай ялкор тӑтӑшах ҫырусем ярса панӑ, редакцие кӗрсе тухнӑ.

Ҫак ҫулсенче шкулсенчен те хыпарсем нумай  килнӗ. Ҫамрӑк корреспондентсем вӗренӳ, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ырӑ ӗҫсем, мероприятисем пирки хыпарласах тӑнӑ.  Республикӑри «Пионер сасси» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 40 ҫул тултарнӑ ятпа Шупашкарта юнкорсен слечӗ пулнӑ. «… унта  пирӗн районтан тӑваттӑн хутшӑнчӗҫ% Люба Иванова, Нина Ефремова, Вера Сорокина тата эпӗ» тесе ҫырать Комсомольски вӑтам шкулӗнче вӗренекен Н.Галкин (1971 ҫулхи январӗн 19-мӗшӗ). Николай Александрович кайран журналистика профессине суйласа илнӗ, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. 1970 ҫулсен пуҫламӑшӗнче хаҫатӑн чи хастар  юнкорӗсенчен пӗри пулнӑ. Ҫамрӑк корреспондентсем кашни шкултанах ҫырса тӑнӑ.  Каларӑмӑр ӗнтӗ, хаҫатпа ача чухнех ҫыхӑну тытнисем хушшинче шкул пӗтерсен журналист профессине суйласа илнисем те пур. А.Леонтьев, Г.Максимов, В.Воробьев (Туркай) чӑваш журналистикипе литературинче паллӑ йӗр хӑварчӗҫ. Вӑл ҫулсенче  О.Ямщикова, Л.Пурлушкина, Т.Яковлева, Ю.Кондратьев тата вуншар юнкор хаҫатӑн чӑн-чӑн тусӗсем пулса тӑнӑ. 1977 ҫулхи июлӗн 16-мӗшӗнче пичетленнӗ «Хапӑл туса кӗтетпӗр» статья куҫ тӗлне пулчӗ. Унӑн авторӗ Ал. Алексин тесе алӑ пуснӑ. Сӑмах унта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗ пирки  пырать. «Комсомольски районӗнчен те нумай каччӑпа хӗр вӗренет пирӗн факультетра. Комсомольски ялӗнчен ҫеҫ 10 яхӑн вӗсем% Коля Галкин, Вера Сорокина, Валя Зайцева, Надя Гаврилова, Роза Шкаблева, Женя Коновалов, Лена Лаврушкина* Тукай ялӗнчен Оля Ямщиковӑпа Люда Пурлушкина* Анат Тимӗрчкассинчен Зоя Луковӑпа Леша Леонтьев* Нӗркеҫрен Шура Ванюшкинӑпа Аля Иванова аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем пулма ӗмӗтленеҫҫӗ».

Районти литературӑна юратакансем валли тухса тӑракан «Кӗтне» страницӑра кун ҫути курнӑ пӗрремӗш сӑвӑ  е калав миҫе ҫамрӑка хавхалантарса малалла ҫырма «ҫунат хушма» пулӑшман-ши; Унта ят-сум ҫӗнсе илнӗ ҫыравҫӑсен хайлавӗсемпе пӗрлех ҫамрӑксен сӑввисем те пичетленнӗ. Час-часах страницӑра Вениамин Северов, Геннадий Тӗвенеш, А.Сумзин, Николай Шамбулин, Ҫинук Ваҫҫи, Геннадий Максимов, Алексей Леонтьев, Валерий Воробьев, Надежда Акчурина, Владимир Андреев, Надежда Зайцева, Александр Кубня ячӗсене курма пулать.

Редакци сотрудникӗсем  яланхи пекех хӑйсен ӗҫӗнче  ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра тата ытти халӑх отраслӗнче малта пыракансен ӗҫ опытне сарассине, ял ҫыннисен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа парассине тӗпе хунӑ. Ку ыйтусене ҫутатма статьясемпе корреспонденцисемсӗр пуҫне журналистикӑн ытти жанрӗсемпе, очерксемпе, тӗрленчӗксемпе, репортажсемпе, интервьюсемпе анлӑн усӑ курнӑ. Редакцире тӑрӑшакансем хӑйсен ӗҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех пынӑ. «Хаҫат ниепле те пурнӑҫран юлма пултараймасть. Паян мӗн ҫӗнни пур, ӑна ыттисем хушшинче сармалла. Шӑпах ҫав тӗллевпе ӗҫлет те  ӗнтӗ хаҫат», —  палӑртнӑ унта ӗҫлекенсем (1971 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗ). Страницӑсем пуян та вулакансемшӗн интереслӗ пулччӑр тесе чылай рубрикӑсем уҫнӑ% «Юлташпа юнашар», «Лайӑх ҫынсем ҫинчен», «Ӑшӑ кӑмӑл — ҫын илемӗ», «Районти  кулленхи пурнӑҫ», «Редакци хӑнисем», «Паттӑрлӑх ҫулӗпе», «Кивӗ сӑнӳкерчӗксем каласа параҫҫӗ», «Манмастпӑр нихӑҫан» тата ыттисем те. Хаҫатра тематикӑлла страницӑсем пысӑк вырӑн йышӑннӑ. «Яланах хатӗр», «Патриот», «Этем тата закон», «Ялкор страници», «Наука.Опыт.Производство», «Малта пыракансен страници», «Тӑван уй-хир», «Ҫамрӑклӑх», «Сывлӑх страници», «Учитель страници», «Ялти каҫсем», «Ялти массӑллӑ спортшӑн» тата ыттисем те районта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне, ӗҫӗ-хӗлне туллинрех уҫса пама пулӑшнӑ. Паллах, уйӑхсерен нумай ҫул пурӑнакан «Кӗтне», «Хӗскӗч» страницӑсем вулакансем патне ҫитнӗ.

Типографире бригадирта Александр Васильев тӑрӑшнӑ. Нумай ҫул ӗҫлекен Н.Н.Самарина верстальщица, Е.И.Квасова наборщица ҫамрӑксене Галина Арсентьевӑна, Ираида Абукинӑна, Надежда Федоровӑна тата тин ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланисене  пичет ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме  пулӑшса пынӑ. Шӑпах ҫак ҫулсенче Людмила Федорова та линотиписткӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Кайран Людмила Дмитриевна Баринова нумай ҫул редакцире корректорта тӑрӑшрӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ ӑста специалист пулнине кӑтартса пачӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *