Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем тӑван ҫӗртен килекен гуманитари пулӑшӑвне яланах чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫавна май округра пурӑнакансем час-часах ҫакӑн пек пулӑшусем пуҫтарса хӗрӳ ҫапӑҫусем пыракан вырӑнсене ӑсатаҫҫӗ. Ҫак кунсенче «Пограничниксен союзӗн» Комсомольскинчи уйрӑмӗ йӗркеленипе черетлӗ машина ҫула тухнӑ.
Гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫре Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем, ветеран-пограничниксем тата пирӗн округри «Своих не бросаем» ушкӑн уйрӑмах хастар пулнӑ. Пӗрле тӑрӑшса вӗсем пирӗн хӳтӗлевҫӗсене валли дизель генераторӗсем, инструментсем, строительство оборудованийӗ, йӑлара усӑ курмалли техника хатӗрӗсем, маскировка сеткисем, ӑшӑ тумтир тата апат-ҫимӗҫ пуҫтарса панӑ. Гуманитари пулӑшӑвӗнчи кашни япала пирӗн шанчӑклӑ тыла сӑнлать, ентешсене ҫӗнтерӳпе каялла кӗтнине ӗнентерет.

