Мария Петровская-Петрова
Калав
(Малалли).
— Пĕчĕккĕ чухне эпĕ те аттепе пулă тытма каясшăнччĕ, анчах вăл мана нихăçан та хăйĕнпе пĕрле илсе каймастчĕ. «Пулă тытасси хĕр упраç ĕçĕ мар, аннӳне пулăш», — тетчĕ яланах. Анне, санăн шухăшна ырлатăп. Саша, эсĕ мĕншĕн чĕнмесĕр ларатăн? — мăшăрĕ çине пăхса илчĕ Лариса.
— Никама та кирлĕ мар пулсан сутсан лайăхрах пулĕ, — терĕ упăшки. — Ыран ир кӳлĕм çитсе килĕпĕр эппин.
— Сутнă укçине сире паратăп. Мана ватлăхра ан пăрахăр çеç, — куçне шăлчĕ амăшĕ.
— Мĕн калаçатăн, аннеçĕм? Эсĕ пирĕн чи хакли, чи çывăххи, чи юратни, — амăшне ыталаса илчĕ Лариса.
— Тунтикун аçун япалисене ваттисен çуртне кайса паратпăр, çӳлти патшалăхра çӳретĕр вăл, — тепĕр хыпар пĕлтерчĕ Нина Петровна.
Вăл каланисемпе пурте килĕшрĕç те телевизор умне ларчĕç.
Вырсарникун ирхине 10 сехетре çула тухрĕ çемье. Рейс автобусне кĕтмелле пулманран тепĕр сехетре кирлĕ çĕрте пулчĕç. Тĕл пулакан çынсенчен ыйта-ыйта 57-мĕш çурта шыраса тупрĕç. Ку вырăнта пĕчĕк çеç çурт курма шутланăран пурин куçĕсем те алчăраса кайрĕç. «Тĕрĕсех килтĕмĕр-и?» — тенĕн пĕр-пĕрин çине тинкерчĕç. Вĕсен умĕнче кирпĕчрен эрешлесе купаланă чаплă çурт, йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрнă.
— Атте хăйĕн дачине урăх çынсене сутса янă пулĕ? — ĕненесшĕн пулмарĕ Лариса.
— Тупсăмне часах пĕлетпĕр, — терĕ те Нина Петровна шăнкăрав çине пусрĕ.
Вăхăт нумай та иртмерĕ, вĕсен умне 40—45 çулсенчи хитре сăнлă, сарă çӳçлĕ, кăн-кăвак куçлă, çӳллех мар хĕрарăм тухрĕ.
— Камсем пулатăр эсир? — ыйтрĕ лăпкă сасăпа.
— Документ тăрăх ку çурт Анатолий Геннадьевич Алексеевăн. Эпĕ унăн хĕрĕ — Лариса, ку — манăн анне. Манăн çумри — Александр мăшăрăм, — хăйсемпе паллаштарчĕ хĕрарăма Лариса. — Сире атте хваттере пурăнма янă-им?
Хĕрарăм пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ. Çухалса кайни тӳрех палăрчĕ. «Эпир ку çуртра 15 çул пурăнатпăр. Документсем тăрăх та вăл манăнах шутланать. Ĕненместĕр пулсан паллашма пултаратăр. Часах илсе тухатăп», — терĕ те калинкке алăкне уçă хăварса чупсах кайрĕ.
Уçă алăкран картишĕнче мĕн пурри ал лаппи çинчи пекех курăнать. Пĕр кĕтесре: икĕ ярăнчăк, пысăках мар карусель, çӳллех мар турник, йывăçран касса тунă сак вырнаçтарнă. Чечексем куçа илĕртсе лараççĕ. Чечек савăчĕсене явса çыхнă карçинккасем çине лартнăран татах та илĕртӳллĕрех курăнаççĕ. Нина Петровна балкон çинче шăпах çакăн пек карçинккасемпе чечексем ӳстерет. Çулталăк каялла виççĕшĕ йĕп пекех çухалчĕç. Тем пек шырасан та тупаймарĕ вĕсене кил хуçи хĕрарăмĕ. Упăшкипе хĕрĕнчен те ыйтса пăхрĕ, нихăшĕ те курман терĕç.

