Мартӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫулсерен Культура ӗҫченӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Культура ӗҫченӗсем — йӑласене упраса пырса пуласлӑха пысӑк витӗм кӳрекенсем. Вӗсем хӑйсен ӗҫне чунне парса пурнӑҫлани обществӑн пӗрлӗхне ҫирӗплетсе пыма, халӑхӑн пуян еткерне упрама, чи пӗлтерӗшлӗ хаклӑхсене ӑруран ӑрӑва парса пыма пулӑшать.
Культура ӗҫченӗсен кунӗ умӗн ҫак тытӑмра тӑрӑшакансене валли Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламларӗ, культура тытӑмӗнче вӑй хуракансемсӗр округра пӗр уяв та иртменнине палӑртрӗ, вӗсене малашне те пуҫаруллӑ та активлӑ пулма, творчествӑра аталанса пыма сунчӗ. Вӑл культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти культура ҫурчӗн культорганизаторне Вера Тарасовӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе, Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче вӑй хуракан Наталия Ковшовӑна тата Редалия Минулловӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн культорганизаторне Владимир Михайлова муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе чысларӗ.
Хирти Сӗнтӗр культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Надежда Шатилова тата Анат Тимӗрчкасси ял библиотекин библиотекарӗ Любовь Филиппова «Единая Россия» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ. Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра тӑрӑшакан Нина Антоновӑпа Вера Горбуновӑна тата Тӑманлӑ Выҫли культура ҫурчӗн культорганизаторне Елена Сорокинӑна вӗренӳ учрежденийӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесе ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗн Тав хучӗсене пачӗҫ.
Ҫавӑн пекех пултаруллӑ та хастар ӗҫченсене% Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн культорганизаторне Владимир Михайлова, Хирти Мӑнтӑр культура ҫурчӗн заведующине Валентина Даниловӑна, Асанкасси культура ҫурчӗн культорганизаторне Ираида Карповӑна, Анат Тимӗрчкасси культура ҫурчӗн культорганизаторне Татьяна Морозовӑна, Элпуҫ ял библиотекин библиотекарьне Наталия Павловӑна, Аслӑ Ҫӗрпӳел ял библиотекин библиотекарьне Галина Родионовӑна, Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн преподавательне Тамара Сапожниковӑна, Шурут культура ҫурчӗн заведующине Галина Симаковӑна, Шурут ял библиотекин библиотекарьне Ирина Шмелевӑна администрацин культура, туризм тата архив ӗҫӗн пайӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ. Элпуҫ культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Иван Анисимов, Йӑлмахва культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Руфина Смирнова, Тӑманлӑ Выҫли культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан Фаина Самаркина централизациленӗ клуб тытӑмӗн Хисеп грамотине, «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн экскурсовочӗ Римма Антонова, комплектовани пайӗн тӗп библиографӗ Любовь Морозова централизациленӗ библиотека тытӑмӗн Хисеп грамотине тивӗҫрӗҫ.
Уява пуҫтарӑннисем «Ҫавал» ансамбль хатӗрленӗ савӑнӑҫлӑ концерта курса киленчӗҫ, мероприятирен тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ.
Наталья калашникова.

