Воскресенье, 10 мая

Армспорт енӗпе тупӑшрӗҫ

Армспорт енӗпе тупӑшрӗҫ

Мартӑн 24-мӗшӗнче «Единая Россия» партин «Выбор сильных» проекчӗпе килӗшӳллӗн Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче армспорт ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта округри шкулсенче ӑс пухакан каччӑсемпе хӗрсем тупӑшрӗҫ.

Хӗрӳ ӑмӑртура кашниех хӑйӗн вӑйне, чӑтӑмлӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ. Чи маттуррисем ҫӗнтерӳҫӗсем тата призерсем пулса тӑчӗҫ, Хисеп грамотисене тивӗҫрӗҫ.

45 килограмм таран таякан хӗрсем хушшинче Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче вӗренекен Энже Ямалтдинова тата Гелсу Гибатдинова 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайларӗҫ. 50 килограмм таранхи виҫере Шурут вӑтам шкулӗнчи Алсу Наскаева чи маттурри пулчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Софья Воронова (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), виҫҫӗмӗшӗнче — Хадиче Зиганшина (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ). Черетлӗ виҫере Полина Романова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Полина Инедеркина (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) 2-мӗш вырӑна тухрӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑн хуҫи — Полина Соловьева (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ). 60 килограмм таранхи ушкӑнра Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Анна Шуряшкина пурне те парӑнтарма вӑй ҫитерчӗ. Зарина Ерматовӑпа (Урмаел вӑтам шкулӗ) Йолдыз Минсафинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑна тухма пултарчӗҫ. Черетлӗ виҫере Анастасия Латышова (Шурут вӑтам шкулӗ) тата Лейла Сафиуллина (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайларӗҫ. Хыҫҫӑнхи ушкӑнра Дарья Медведева (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Чи пысӑк виҫере те тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Пурне те парӑнтарса Айша Тухфетуллина (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ. 2-мӗш вырӑн хуҫи — Анастасия Николаева (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Лиана Мингалиева (Урмаел вӑтам шкулӗ).

Армспортра округри шкулсенче вӗренекен каччӑсем те пултарулӑхпа палӑрчӗҫ. Илья Инедеркин (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Марсель Гибатдинов (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Ильнас Шакуров (Урмаел вӑтам шкулӗ), Рамир Хуснетдинов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Имиль Сейфуллов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Айнур Садртдинов (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Камиль Ямалиев (Урмаел вӑтам шкулӗ), Салават Камалиев (Шурут вӑтам шкулӗ) хӑйсен виҫисенче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Замир Гибатдинов (Урмаел вӑтам шкулӗ), Максим Ильдюхин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Юныс Галимзянов (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Азат Гайнуллин (Урмаел вӑтам шкулӗ), Раиф Тукаев (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Айзат Минятуллов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Ильнус Хаертдинов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Ренат Текмеев (Урмаел вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Айзат Ямалтдинов (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Джамиль Насртдинов (Урмаел вӑтам шкулӗ), Радмир Хамбиков (Урмаел вӑтам шкулӗ), Самир Габдуллов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Джамиль Минуллин (Урмаел вӑтам шкулӗ), Арсений Хораськин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Михаил Шмелев (Шурут вӑтам шкулӗ). 

Ирина ИЛЬИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *