Пирӗн округра хӗллехи спорт сезонӗ официаллӑ хупӑннӑ тесе шутлансан та спортсменсем йӗлтӗрӗсене пуҫтарса хума васкамаҫҫӗ-ха. Вӗсем республика тата ун тулашӗнчи ӑмӑртусене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.
Акӑ, нумаях пулмасть Киров облаҫӗнче 46-мӗш хут йӑлана кӗнӗ «Шижма» йӗлтӗр марафонӗ иртрӗ. Чӑваш республикин команди ҫӗршыври тата Беларуҫри пин ытла йӗлтӗр тусӗсемпе пӗрле старта тӑчӗ. Спортсменсем 50 километрлӑ дистанцие парӑнтарчӗҫ. Пирӗн округри йӗлтӗрҫӗсем ку тупӑшура хӑйсен ӳсӗмӗсенчи ушкӑнсенче начар мар кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Зуфар Тимаев призерсенчен пӑртак ҫеҫ выляса ярса 4-мӗш вырӑн, Николай Ятманов 5-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Ентешсем Иван Симендеевпа Владислав Васильев та малти вунӑ спортсмен йышӗнче пулчӗҫ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те медальсем, дипломсем парса чысларӗҫ.
Николай Ятманов,
спорт ветеранӗ.

