Пирӗн округра вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетес енӗпе кашни ҫулах нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне ҫак сферӑри чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри, — паллах, Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул туни. Кунти лару-тӑрӑва округ ертӳлӗхӗ уйрӑммӑн тӗрӗслесе тӑрать. Нумаях пулмасть муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата район прокурорӗ Александр Данилов вырӑна ҫитсе строительство мӗнле пынипе паллашнӑ.
Объектра хальхи вӑхӑтра хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ. Строительсем ҫуртӑн ҫивиттине витеҫҫӗ, шалти ӗҫсене малалла тӑсаҫҫӗ: стенасене штукатурка тӑваҫҫӗ, электропроводкӑсем караҫҫӗ, вентиляци тата ӑшӑтмалли тытӑмсене вырнаҫтараҫҫӗ. Тулашри коммуникацисене йӗркелесе вырнаҫтарассине пӗтӗмпех вӗҫленӗ, ҫав шутра шывпа тивӗҫтерекен тата таса мар шыва юхтарса кӑларакан, дренаж тытӑмӗсене тунӑ, пушар тухас пулсан кирлӗ пулакан резервуарсем лартнӑ. Паянхи кун тӗлне строительсем пӗтӗмӗшле ӗҫсен 60 процентне туса пӗтернӗ.
Ҫавӑн пекех округ пуҫлӑхӗпе прокурор Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче те пулса курнӑ. Унта нумаях пулмасть капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Хальхи вӑхӑтра шкулта кивӗ урайсене сӳтеҫҫӗ, ҫӗннивалли никӗс хатӗрлеҫҫӗ. План тӑрӑх юсав вӑхӑтӗнче чылай ӗҫ туса ирттермелле: ҫуртӑн ҫивиттине тата чӳречесене ҫӗнетмелле, стенасене тулаш енчен ӑшӑлатмалла, электричество тытӑмне, сантехника коммуникацийӗсене тата ӑшӑ пӑрӑхӗсене улӑштармалла.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче икӗ объектра та ӗҫсем хальлӗхе планпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пыни палӑрнӑ. Николай Никандровичпа Александр Сергеевич строительсене ӗҫсене малашне те графике пӑхӑнса туса пымалли пирки аса илтернӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

