Воскресенье, 10 мая

Ҫитӗнӳсем пур, малалла та ӗҫлемелле

Ҫитӗнӳсем пур, малалла та ӗҫлемелле

Обществӑшӑн спорт пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма пулӑшнипе пӗрлех вӗсене пӗрлештерет, ҫывӑхлатать, сывлӑхне ҫирӗплетме май парать. Ҫавӑнпа та спорт сооруженийӗсем чӑннипех те физкультура енне туртӑнас кӑмӑллӑ ҫынсемшӗн уҫӑ пулмалла. Профессиллӗ шайри спортсменсем ҫеҫ мар, кашниех унта хӑнӑхтарусем тума пултарччӑр, тренировкӑсем ирттерччӗр. Ку тӗлӗшпе пирӗн республикӑра чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ Чӑваш Ен Раҫҫейре те, Атӑлҫи федераллӑ округра та спорт енӗпе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан регион пулса тӑрать. Спортсменсем спортӑн чылай енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне кӗреҫҫӗ. Ҫакӑ тата ытти шухӑшсене палӑртса уҫрӗ  ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров округри спорт енӗпе ӗҫлекен специалистсемпе иртнӗ  тӗлпулӑва.

«Единая Россия» партин «Детский спорт»  федераллӑ проекчӗн республикӑри обществӑлла совет председателӗ А.О. Карпунин хӑйӗн  сӑмахӗнче ача-пӑча спортне аталантарас енӗпе тӑрӑшарах ӗҫлемелли ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Республикӑра «Самбо в школу» проект ӗҫе кӗрсе пынӑ май округри шкулсене те унта хастартарах  хутшӑнма чӗнчӗ. Ҫавӑн пекех партин ытти проекчӗсем те ачасен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ  та интереслӗ ирттерме май параҫҫӗ. Пирӗн округра Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче  ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унти спортсменсем  ҫитӗнӳсемпе те палӑраҫҫӗ. Ун сӑмахӗ ҫумне хушса министр «Дворовый  тренер» проекта  пурнӑҫланине хӑй сӑнаса тӑрассине палӑртрӗ. Кӗҫех ҫу кунӗсем ҫитеҫҫӗ. Каникулта та ачасем усӑллӑ канччӑр, сывлӑхӗсене ҫирӗплетчӗр тесен ку проект уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Пирӗн округра та спорта юратакансем ҫулсеренех йышланса пыраҫҫӗ. Ҫакна стадионсемпе спортзалсене ҫӳрекенсем, ӑмӑртусене   хутшӑнакансем нумайланса пыни те ҫирӗплетет. ГТО нормативӗсене пурнӑҫлас енӗпе  темиҫе ҫул ӗнтӗ пирӗн округ республикӑра малти вырӑнсенче пырать. Иртнӗ ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх вӑл  Чӑваш Енре 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Округри спорт аталанӑвӗн пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов отчет туса пачӗ.

Ҫынсене спортпа туслашма пулӑшас, сывлӑхӗсене ҫирӗплетме май парас тӗлӗшпе округра спорт сооруженийӗсем — 72, футбол стадионӗсем — 15, хоккейла вылямалли коробкӑсем —  8. Комсомольскинче ҫӗрле ҫутӑпа тивӗҫтернӗ йӗлтӗр трасси пур. «Кӗтне» ФСКра куллен тренировкӑсем ирттерме майсем ҫителӗклӗ. «Кӗтне» спорт шкулӗнче 462 ача  спортӑн 14 енӗпе тренировкӑсенче ӑсталӑхне туптать. Округри спортсменсем округ шайӗнче ҫеҫ мар, республикӑра тата унӑн тулашӗнче ирттерекен ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе  палӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр спорт енӗсемпе республикӑн пӗрлештернӗ командине  те кӗнӗ.

Иртнӗ ҫул округра 110 ытла спорт мероприятийӗ ирттернӗ.  Вӗсем хушшинче йӑлана кӗнисем, вуншар ҫул ирттерекеннисем те чылай: Олимп чемпионне В.Воронкова, СССР чемпионкине      В.Черновӑна,  Совет Союзӗн Геройне Ф.Чернова асӑнса ирттерекен ӑмӑртусем, «Каҫал ен» хаҫатӑн призӗсемшӗн, предприятисемпе организацисем йӗркелекен, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунисен ячӗсемпе, пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ентешсене халалласа ирттерекен тупӑшусем спорт тусӗсене йышлӑ пуҫтараҫҫӗ.

Округри шкул ачисене мӗн пӗчӗкрен спорта юратма хӑнӑхтарса ӳстерес тӗлӗшпе шкулсенчи физкультура учителӗсем пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӗсем ачасемпе уроксем хыҫҫӑн та занятисем ирттереҫҫӗ, кружоксем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсен тӑрӑшулӑхне кура округри вӗренекенсем тӗрлӗ шайри тупӑшусенче пысӑк кӑтартусем тӑваҫҫӗ. Округри вӗрентӳ учрежденийӗсенчи физкультура учителӗсен методика пӗрлешӗвӗн заведующийӗ Т.И.Волкова  вӗрентекенсемпе иртнӗ ҫул пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ачасене воспитани парас енӗпе  физкультура предметне вӗрентекенсем ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртрӗ. Вӗсем пирки каланӑ май физкультура учителӗсем чылайӑшӗ ачасене спорта хӑнӑхтарас ӗҫре ҫирӗм е ытларах та ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлени ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ  В.И.Пундяков  округри  спорт ветеранӗсене «За активное долголетие» республикӑри спартакиадӑна хастар хутшӑннӑшӑн тав тунӑ май хӑш-пӗр кӑткӑслӑхсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Шашка-шахмат вӑййисене округра аталантарас енӗпе ытларах ӗҫлемеллине палӑртрӗ. Пенсионерсем округри пур ӑмӑртусене те хастар хутшӑнаҫҫӗ, республикӑра тата ун тулашӗнчи тупӑшусенче те ҫитӗнӳсем пур. Ӗлӗкхи вӑйӑсене чӗртсе тӑратас енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. Чушкӑлла выляс енӗпе ирттерекен вырӑнти ӑмӑртӑва аслӑ ӳсӗмрисем юратса йышӑннӑ. Раҫҫей социаллӑ фончӗ ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» ушкӑна ҫӳрекенсемпе те тӑтӑшах спорт мероприятийӗсем ирттерни пирки каласа пачӗ. Ялсенчи ватӑсене спорт енне туртӑнтарас тӗлӗшпе территори уйрӑмӗсен начальникӗсене ытларах ӗҫлеме сӗнчӗ. Пенсионерсем ҫулӗсемпе ватӑ пулсан та, чунӗсемпе ҫамрӑк. Хӑйсен тӗслӗхӗсемпе вӗсем ҫамрӑксене хавхалантарса пыраҫҫӗ. Ҫак шухӑш тӗп вырӑн йышӑнчӗ спорт ветеранӗн сӑмахӗнче.

Тӗлпулу-канашлу ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  администраци спорт ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Территори уйрӑмӗсен начальникӗсен вырӑнта спорта аталантарас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине асӑнчӗ. Округра пурӑнакансене спорта явӑҫтарас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас енӗпе малашне те ӗҫлемеллине, вӗсене валли пур условисем те туса пама тӑрӑшмаллине асӑнчӗ.

Канашлура ГТО нормативне лайӑх кӑтартусемпе тултарнисене ылтӑн значоксем пачӗҫ.

Ӗҫлӗ ушкӑн  Комсомольскинчи йӗлтӗр трассине ҫитсе курчӗ, аслисем те, вӗренекенсем те йӗлтӗрпе мӗнле ярӑннипе паллашрӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *