Воскресенье, 10 мая

Ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ

Ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ

Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Мария Алексеевна Павлова ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӗмӗрӗпех вӑл ялта пурӑннӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса  ӳснӗскер ватлӑх кунӗнче те ахаль ларма юратмасть вӑл. Ҫулне кура мар хӑйне ҫирӗп тытать.

Юбиляра паллӑ кун ячӗпе округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.М.Мансуров, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов саламланӑ. Ремис Мансурович ӑна «Дружба» колхозра нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн тав туса Хисеп грамоти парса чысланӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ.

М.Павлова ачаран пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех «Дружба» колхозӑн пахча ҫимӗҫ  бригадинче вӑй хунӑ. Хирти Мӑратри ӗҫченсем ҫулсеренех тухӑҫлӑ кишӗр, сухан, купӑста тата ытти ҫимӗҫсем ҫитӗнтернӗ. Хастар ӗҫшӗн Мария Алексеевна чылай наградӑсене тивӗҫнӗ.

Мӑшӑрӗпе вӗсем 5 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паянхи кун вӑл ывӑлӗн, Александр Архиповичӑн ҫемйинче пурӑнать. Ачисемпе, мӑнукӗсемпе чунтан савӑнать.

Юбилей кунӗнче Мария Алексеевнӑна  вӑрӑм ӗмӗр, савӑк кӑмӑл, ҫирӗп сывлӑх суннӑ.

Наталия ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *