Понедельник, 8 июня

Юррисем савӑк, ташшисем килӗшӳллӗ, купӑсҫисем маттур

Юррисем савӑк, ташшисем килӗшӳллӗ, купӑсҫисем маттур

Иртнӗ эрнекун Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче Владимир Павлов ертсе пыракан  «Каҫал» халӑх  фольклор ансамбльне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк уяв иртрӗ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,  округри  депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева тата ыттисем те саламларӗҫ, коллектива творчествӑлла ӳсӗмсем сунчӗҫ. Ансамбле тата унта ҫӳрекенсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ.

Юбилей каҫне те ансамбль чӑваш халӑх юррипе уҫрӗ.  Коллектив яланхиллех чӑвашсен наци тумтирӗпе тухрӗ. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарса куракансен чун-чӗрисене тыткӑнларӗ.

Юбиляра Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗ ҫумӗнчи Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн филиалӗн «Тевет» ача-пӑча фольклор ансамблӗ те хӑйӗн пултарулӑхӗпе саламларӗ. Аслисен тӗслӗхне тӗпе хурса вӗсем те чӑваш халӑх юрри-ташши парнелерӗҫ. Пирӗн ентеш Виктор Шамбулин юрӑҫ та хаваслӑ юрӑпа сцена ҫине тухрӗ. Комсомольскинчи ачасен искусствӑсен шкулӗнчи «Островок» ушкӑн юбиляра валли илемлӗ ташӑ хатӗрленӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи  5 «к» класра вӗренекенсен ташшине те куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Уяв каҫӗнче татах та саламсем, халӑх юрри-ташшисем нумай пулчӗҫ. Залра халӑх йышлӑ пулни, кашни номер хыҫҫӑнах  артистсене алӑ ҫупса тав туни ҫынсем «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне юратнине палӑртать.

Уява килнисем фойере «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ 25 ҫул хушшинче тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсенче ҫӗнсе илнӗ наградӑсен выставкипе интересленсе паллашрӗҫ. Ҫавӑн пекех кунта вырӑнти алӗҫ ӑстисен, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ ҫынсен Галина Быковӑпа Валентина Хораськинан чӑваш халӑхӗн ӗмӗртен пыракан эрешӗсемпе илемлетнӗ япалисене те курма май пулчӗ. Вӗсем артистсем тӑхӑнакан ҫи-пуҫа хатӗрлес енӗпе те тӑрӑшнӑ.

«Каҫал» фольклор ансамбльне  Владимир Павлов пуҫарӑвӗпе 2001 ҫулта йӗркеленӗ. Унта ҫӳрекенсем малтанхи ҫулсенчех районта ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Республикӑри тата унӑн тулашӗнчи  тӗрлӗ вырӑнсене тухса ҫӳренӗ, фестивальсемпе конкурссене хутшӑннӑ. 2006 ҫулта коллектива халӑх ансамблӗ ят панӑ. 25 ҫул хушшинче вӑл ҫӗнсе илнӗ пур наградӑсене асӑнса пӗтерме пысӑк вырӑн кирлӗ. Чӑваш Енри сумлӑ мероприятисенчен ҫеҫ мар, ҫӗршыв шайӗнчи фестивальсенчен те призсемпе таврӑннӑ, лауреат ята та пӗрре мар ҫӗнсе илнӗ. Ҫак вӑхӑт тӗлне коллективра чылай ҫын хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Малтанхи ҫулсенче Анисия Владимирова, Василий Батюков, Петр Баринов, Вера Шимонис, Василий Гаврилов, Валерий Гаврилов, Елена Воронова, Владимир Григорьев, Николай Кисапов, Михаил Чаркин, Валентина Константинова, Мария Воробьева, Валентинӑпа Виталий Хораськинсем  тата ыттисем те ансамблӗн хастар членӗсем пулнӑ. Шӑпах вӗсем  хӑйсен пултарулӑхӗпе коллектива  пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ, ят-сумне ҫӗкленӗ. Сцена ҫине чӑваш халӑх юрри-ташшине кӑларнипе пӗрлех, йӑли-йӗркине те кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Сӑнарлӑ рольсемпе чӑваш туйне лартса панӑ.

Паянхи кун «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗнче юрлакансемпе ташлакансем хушшинче унта нумай ҫул ҫӳрекенсем чылай. Лидия Карсакова, акӑ, ансамбль йӗркеленнӗренпех.  Юрий Тихонов, Александра Морозова, Николай Николаев, Зинаида Егорова, Николай Карпов, Галина Быкова, Зоя Морозова, Мария Мокеева, Валентина Яковлева, Любовь Шуряшкина, Михаил Петров, Валерий Лукиянов, Вячеслав Салаев, Николай Андреев, Валерий Данилов, Сергей Маштанов, Сергей Просвирнов, Владимир Райков тата ыттисем те ансамбль йышӗнче сцена ҫине тухаҫҫӗ. Халӑх фольклор ансамблӗ 30-а яхӑн ҫынна пӗрлештерет. Чи асли   Николай Николаев, чи кӗҫӗнни вара — Степан Ильин.

Округа килекен хаклӑ хӑнасене кӗтсе илмелле-и, пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие савӑнӑҫлӑ уҫмалла-и — «Каҫал» халӑх  фольклор ансамблӗ хапӑлласах килӗшет. Вырӑнта иртекен пур мероприятие те хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ ансамбль артисчӗсем. Каларӑмӑр ӗнтӗ, 25 ҫул хушшинче вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Мускаври  пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗнче, Санкт-Петербургри сумлӑ фестивальте, Крымра, Сочире, Коми, Пермь, Пенза, Воронеж, Калуга, Самара, Ульяновск облаҫӗсенче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра…  Икӗ хутчен Турцире те пулнӑ вӗсем. Пур ҫӗрте те вӗсен пултарулӑхне хапӑлласа йышӑннӑ.

«Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ ҫумӗнче хуткупӑсҫӑсен ушкӑнӗ те пур, вӗсем те тӗрлӗ ҫӗрте хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ, илемлӗ кӗвӗсем янратса халӑха савӑнтараҫҫӗ.

«Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ куракансене хаваслӑ юрӑ-ташӑпа савӑнтарнипе пӗрлех чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас,  малашнехи ӑру валли аталантарса пырас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑвать. Ӗмӗрӗ унӑн вӑрӑм пултӑр.  Малашне те куракансем  вӗсенчен хаваслӑ юрӑ-ташӑ, чӑвашсен ӗлӗкхи пурнӑҫӗпе йӑлине кӑтартса паракан композицисем кӗтеҫҫӗ.

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *