Районти тӗп библиотека ҫумӗнче 37-мӗш ҫул ӗнтӗ ветерансен «Шанчӑк» клубӗ ӗҫлет. Аслӑ ӑру ҫыннисем унта пӗр-пӗринпе хутшӑнса вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Паян эпир унӑн ертӳҫине Валентина Боровковӑна клубӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллаштарма ыйтрӑмӑр.
— Валентина Георгиевна, «Шанчӑк» клуба ҫӳрекенсем час-часах пӗрле пуҫтарӑнса тӗрлӗрен мероприятисем ирттерни ҫинчен пӗлетпӗр ӗнтӗ. Хаҫат вулаканӗсене вӗсем ҫинчен тӗплӗнрех каласа парӑр-ха.
— Ҫапла, эпир аслӑ ӑру ҫыннисемпе кашни уяврах тӗл пулма тӑрӑшатпӑр. «Шанчӑка» ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ Социаллӑ фондӑн округри клиент уйрӑмӗ ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центра та ҫӳрет, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗнче пултарулӑхне аталантарать. Ҫавӑнпа та куллен тӗл пулма май килмест, анчах та уявсенче эпир яланах пӗрле. Сӑмахран, Раштав уявӗнче эпир кашни ҫулах пуҫтарӑнатпӑр. Кӑҫал та ҫак мероприяти питӗ интереслӗ иртрӗ. Эпир Раштав халапӗсем, йӑли-йӗркисем ҫинчен нумай ҫӗнни пӗлтӗмӗр. Пуҫтарӑннисем хӑйсен пурнӑҫӗнчи ҫак уявпа ҫыхӑннӑ историсемпе паллаштарчӗҫ, ҫамрӑк чухне юмӑҫ пӑхнине аса илчӗҫ, викторинӑра, вӑйӑсенче тата конкурссенче тупӑшрӗҫ. Юлашкинчен ҫавра сӗтел тавра вырнаҫса чей ӗҫрӗмӗр, ҫутнӑ Раштав ҫуртине алран-ал парса пырса ветерансем пӗр-пӗрне ырӑ сунса ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Ҫавӑн пекех Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне те эпир яланах пӗрле пуҫтарӑнса уявлатпӑр. Кӑҫал, акӑ, асра юлакан мероприяти — «Супер асанне» конкурс йӗркелерӗмӗр. Унта клуба ҫӳрекен хастарсем хӑйсем пур ӗҫре те маттур пулнине кӑтартса пачӗҫ. Кӗркунне Ватӑсен кунне паллӑ тӑвасси пирӗн йӑлана кӗнӗ. Аннесен кунӗ тӗлне те ӑшӑ, кӑмӑллӑ уяв ҫулсеренех йӗркелетпӗр. Ҫӗнӗ ҫул умӗн те кашнинчех пуҫтарӑнатпӑр.
— Уявсемсӗр пуҫне ытти чухне тӗлпулусем пулаҫҫӗ-и?
— Паллах. Акӑ, 2024 ҫулта эпир «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗпе тата Йӗпреҫ округӗнчен килнӗ «Горнипов» ансамбльпе пӗрле халӑх йӑли-йӗркисене упрас темӑпа мероприяти йӗркелерӗмӗр. Кӳршӗ округран килнӗ хӑнасем мордва халӑхӗн йӑли-йӗркисемпе паллаштарчӗҫ, тӑван ен, юрату, телей ҫинчен юрӑсем шӑрантарчӗҫ. «Каҫал» ансамбль вара чӑвашсен йӑли-йӗркисене ҫутатса улах ларнине кӑтартса пачӗ. Ҫавӑн пекех «СССРта ҫуралнисем» ретро-вечеринка та питӗ хаваслӑ иртрӗ. Мероприятие пуҫтарӑннисем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче пулса курчӗҫ тесен те юрать. Вӗсем ун чухнехи паллӑ пулӑмсене, юратнӑ фильмсене, юрӑсене аса илчӗҫ, Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи япаласен куравӗпе киленсех паллашрӗҫ, викторинӑсемпе конкурссене хутшӑнса ҫамрӑклӑхне аса илчӗҫ. Паллӑ поэтсен, ҫыравҫӑсен юбилейӗсем тӗлне литература каҫӗсем йӗркелесси те йӑлана кӗнӗ. Сӑмахран, 2024 ҫулта Василий Шукшин ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине, 2025 ҫулта Сергей Есенин поэт ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулусем ирттертӗмӗр. Клуб членӗсем ҫак талантлӑ ҫынсен пурнӑҫне тӗплӗнрех тишкерчӗҫ, пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашрӗҫ. Ҫавӑн пекех уҫӑ сывлӑшри кану кунӗсем, сывлӑх кунӗсем те час-часах йӗркелетпӗр, пӗрле физкультура туса сывлӑха ҫирӗплетме тӑрӑшатпӑр.
— «Шанчӑка» ҫӳрекенсем тӗрлӗ хуласене экскурсисене тухса ҫӳрени ҫинчен те илтнӗччӗ…
— Ҫапла. Эпир библиотекӑра тӗлпулусем ирттернипе, уявсене паллӑ тунипе ҫеҫ ҫырлахмастпӑр, кашни ҫулах пӗрле ҫулҫӳреве тухатпӑр. Шупашкарта пирӗн юратнӑ вырӑн — К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. Пӗлтӗр эпир унта ҫитсе «Ӗмӗр сакки сарлака» драма куртӑмӑр. Ҫак кунах Чӑваш халӑх музейӗн «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттипе» те паллашрӑмӑр. Маларахри ҫулсенче вара Ҫӗрпӳ хулинчи Тихвин мӑнастирне, Шупашкарти В.Чапаев музейне ҫитсе курнӑччӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Юратӑва ҫул парӑр» комеди курса киленнӗччӗ. Ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем чылайлӑха асра юлаҫҫӗ, вӗсенчен эпир питӗ хавхаланса таврӑнатпӑр, ывӑннине те туймастпӑр.
— Куратпӑр ӗнтӗ, «Шанчӑк» клуб членӗсем питӗ интереслӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Калаҫӑва пӗтӗмлетсе вӗсене мӗн суннӑ пулӑттӑр?
— «Шанчӑк» клуб талантлӑ, пултаруллӑ, чун-чӗрепе ҫамрӑк ҫынсене пӗрлештерсе тӑрать. Малашне те сирте вӑй-хал тапса тӑтӑр, ҫӗнӗ пуҫарусем валли хавхалану тупӑнсах пытӑр. Клуб яланах сирӗншӗн ҫӗнӗ шухӑшсемпе пуянланмалли, чунпа канмалли, вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли юратнӑ вырӑн пултӑр.
Наталья Калашникова калаҫнӑ.

